АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Энтрияль" – чемпион

21 января 2011 г.

Районта хоккейла выляса мала тухассишĕн пынă ăмăрту вĕçленнĕ. Юлашки 6-мĕш турта "Сормово" тата "Сугай" командăсем тĕл пулнă. Сухайкассисем 9:5 шутпа çĕнтернĕ. Финалта Канашри "Локомотив" "Энтрияль" командăна выляса янă – 7:6. Иккĕшĕ те чемпионатра 5-шер очко пухнă. Мĕн чухлĕ çапса кĕртнĕ тата хăйсен хапхине миçе шайба кĕрттернине шутлама тивнĕ. Чи лайăххи "Энтриялĕн" пулнă. Иккĕ-мĕш вырăна "Локомотив йышăннă, виççĕмĕшне – "Сугай".

"Энтрияль" командăшăн В.Софронов, А.Васильев, Н.Михайлов, Д.Семенов, Е.Егоров, В.Егоров, А.Семенов, Г.Лаврентьев, В.Семенов, А.Николаев тата Л.Амунов вылянă. Чи лайăх тапăнса вылякан – Н.Михайлов ("Энтрияль"), чи лайăх хапхаçă – А.Кашицин ("Локомотив"), чи лайăх хÿтĕлевçĕ – В.Никитин ("Сугай").

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика