АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕннисем те пур

21 января 2011 г.

Иртнĕ çулхи утă уйăхĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви массăллă информаци хатĕрĕсен "Право йĕрки" ятпа республикăн XIII конкурсне ирттересси çинчен пĕлтер-нĕччĕ. Жюрине пăхса тухма республикăн 4, хуласемпе районсен 20 хаçачĕ хăйсен материалĕсене тăратнă. Çавăн пекех видеосюжетсем, радиокорреспонденцисем килнĕ. Журналистсем, тĕрлĕ изданин штатра тăман корреспонденчĕсем, милици сотрудникĕсем чылай материал ярса панă. Нумаях пулмасть конкурса пĕтĕмлетнĕ.

"Район хаçачĕсем" номинацире пирĕн "Канаш ен" çĕнтерÿçĕсен ретне лекнĕ. Хаçатăн ответлă секретарĕ Виталий Алексеев (Ачча) вырăнти милицин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăратнă сăн ÿкерчĕксене жюри членĕсем пысăк хак панă. Вăл – "Фотосăн" номинаци çĕнтерÿçи.

К.ЕМЕЛЬЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика