АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх пирки те, çĕрпе бизнес çинчен те калаçрĕç

21 января 2011 г.

Сывлăх пирки те, çĕрпе бизнес çинчен те калаçрĕç

Кăçалхи пĕрремĕш информкунра Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн системине çĕнетесси, предпринимательствăн вак тата вăтам субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлне статистика енчен тăтăш тĕрĕслесе тăрасси, çĕрпе усă курассипе çыхăннă саккунăн уйрăм акчĕсене мĕнле улшăнусем кĕртни çинчен калаçрĕç. Республикăран килнĕ ушкăна Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова ертсе пычĕ. Ушкăнра – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов тата Шалти ĕçсен министерствин милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе тăракан пайĕн пуçлăхĕ С.Наумов.

Ларусем ирттермелли залра кÿртĕм инструктаж унчченхинчен урăхларах иртрĕ. Информаци кунĕн пĕрремĕш темипе район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова сăмах илчĕ. Чăваш Ен 2011-2012 çулсенче Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăна пурнăçа кĕртнĕ çĕре хутшăнать. Программăн тĕллевĕ – сывлăх учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, стандартсене ĕçлеттерме пуçласси тата отрасле информатизацилесси. Çакна валли 4 миллиард та 136,5 миллион тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 2 миллиард та 24,948 миллион тенкипе кăçал усă курмалла.

Районта ку енĕпе çакăн пек мероприятисем туса ирттерме палăртнă. Пурлăхпа техника базине çирĕплетмелле. Кăçал Уçырмара, килес çул Чакаçра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене уçмалла. Онкологипе чирлĕ пулĕ тесе шутланине тĕрĕслеме тата амбулаторипе диагностика пулăшăвĕ пама УЗИ тата рентген аппарачĕсем, фиброколоноскоп туянмалла. Вĕсене туянма 10 миллион та 330 пин тенкĕ уйăрнă. Кардиологи, педиатри, хирурги, акушерпа гинекологи, неврологи пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессине Канаш районĕпе хулин центрĕсенче йĕркелĕç. Ку чухнехи информаци системисене (электронлă майпа врач патне кайма çырăнасси, гражданинăн электронлă медицина карттине тăвасси, документсен çаврăнăшне йĕркелесе тăрасси) федераци фончĕн укçи-тенкипе пурнăçа кĕртĕç. Медицина пулăшăвĕ парассин стандарчĕсене ĕçлеттерсе яни пациентсене сывалма кирлĕ эмелсемпе, медицина изделийĕсемпе тивĕçтерме, диагностика тĕпчевĕсем ирттерме лайăх условисем туса парĕ. Тухса çÿрекен мультидисциплинарлă бригадăсем туса хуни (унăн составĕнче массажист, физиотерапевт е физиотерапи медсестри пулĕç) вырăна кайса пуçри юн çаврăнăшне йĕркелесе ярассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕç.

Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов çĕрпе усă курассипе çыхăннă саккунăн уйрăм акчĕсене мĕнле улшăнусем кĕртнипе паллаштарчĕ. Зявлени çырса çĕр пайĕпе усă курма килĕшменине, çĕр лаптăкĕсем туянмалли йĕркене пĕлтерекен улшăнусем иртнĕ çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсене, виçĕ е унтан ытларах çул усă курман е правилăсене пăсса усă курнă пулсан, муниципалитет пурлăхне куçарассипе çыхăннă ыйтусене татса памалли йĕркене кĕртессинчи улшăнусем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçланма тытăнĕç. Çĕрпе усă курманшăн çирĕп ыйтĕç, штраф парĕç. Граждансен çĕр пайĕсене регистрацилес енĕпе çыхăннă чылай ĕçе ансатлатĕç.

Экономикăра çитĕнÿ тăвасси пĕчĕк тата вăтам бизнес секторĕ эффективлă аталанса пынинчен нумай килет. 2011 çулхи иккĕмĕш кварталтан пуçласа çак секторăн субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле аталанса пынине тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе ĕçлĕ ушкăн туса хунă.

Шалти ĕçсен министерствин милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе тăракан пайĕн пуçлăхĕ С.Наумов тата районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров Сухайкасси вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулчĕç. Станислав Валерьевич информаци кунĕн темине анлăн çутатса пачĕ. Паллах министерствăн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл шалти ĕçсен органĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, çулталăк хушшинче оперативлă службăпа тата кадрсен ыйтăвĕсемпе сиксе тухнă тĕп самантсене палăртрĕ. Милици ведомствин пайĕн пуçлăхĕ милицине полицине куçарассинчи çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Шалти ĕçсен органĕсене çĕнетес енĕпе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн 1300 сотрудника службăран хăтарнă, çулталăк вĕçĕ тĕлне тата 800 çын милици пакунĕсемпе сыв пуллашĕ. Йĕркелĕх хуралçисен, полици ретне тăрас тесен, аттестаци витĕр тухма тивет.

Районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Николаев пайăн 2010 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Станислав Валерьевичпа Юрий Николаевичăн чылай ыйтăва хурав пама лекрĕ. Çавăн пекех вĕсем ача садĕнче пулчĕç, шкулти стендсемпе паллашрĕç, физкультура урокĕсене мĕнле йĕркеленипе, спортри çитĕнÿсемпе интересленчĕç. С.Наумов полковник хулапа районăн шалти ĕçсен пайĕсенче пулса унти ĕçсемпе интересленчĕ, службăпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене татса пачĕ.

Информкуна райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче пĕтĕмлетрĕç.

В. АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика