19 января 2011 г.
Канаш тăрăхĕ талантлă çыравçăсемпе пуян. Вĕсен йышĕнче – Çеçпĕл Мишши, Николай Терентьев, Степан Аслан, Георгий Ефимов, Чĕкеç Люççи, Анатолий Кипеч, Петĕр Çăлкуç, Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Людмила Бахмисова тата нумай-нумай ят. Çеçпĕлти тĕслĕх библиотекинче "Пирĕн район çыравçисем" курав йĕркеленĕ. Кĕнекесен керменне килен-каянсене кунта ĕçлекенсем сăмах ăстисем çинчен хаваспах каласа параççĕ.
Нумаях пулмасть "Çак хайлава кам çырнине пĕл" викторина ирттерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче "Лидия Филиппова – пирĕн ентеш" электрон презентацийĕпе паллашрĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.