19 января 2011 г.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне ирттерме хатĕрленсе Канашри краеведени музейĕ Хулари хĕрарăмсен канашĕпе, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Канаш хулипе тата Канашпа Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕпе, "Афган вăрçин ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмĕ" обществăлла организаципе пĕрле "Чечня ахрăмĕ" акци пуçланни çинчен пĕлтерет.
12 пин ытла совет салтакĕ интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афганистан çĕрĕ çинче пуç хунă. Чечен Республикинчи çапăçусем вăхăтĕнче те нумай çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Раççейри вуншар пин çемьене ĕмĕрлĕх хурлану çитрĕ. Тăван çĕршыв чысĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăйсен пурнăçне панă çынсене манма ирĕк çук пирĕн. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене акцие хутшăнса "вĕри точкăсенче" службăра тăнă, Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсем çинчен материал пухма пулăшма ыйтатпăр.
"Чечня вăрçин" участникĕсене хулари Культура керменĕнчи фотоцентрта та кĕтеççĕ. Унта тунă сăн ÿкерчĕксемпе краеведени музейĕн çар мухтавĕн залĕнче стенд хатĕрлетпĕр. Курав февралĕн 23-мĕшĕнче уçăлать. 4-17-11 телефонпа ыйтса тата хыпарсем пĕлтерме пултаратăр. Музей тунти кунсăр пуçне кашни кунах ĕçлет. Канашра ĕçлекен "чеченецсем" пирĕн пата кĕрсе тухма пултараççĕ. Çар тумĕ, çарта тунă сăн ÿкерчĕксене вăхăтлăх усă курма килсе парсан та питĕ аванччĕ. Килĕр музея, хăвăрăн сассăра парăр. Эпир сире кĕтетпĕр.
Маргарита ДАНИЛОВА, музей директорĕ.