19 января 2011 г.
Милици çулталăка пĕтĕмлетрĕ
Районăн шалти ĕçсен пайĕ 2010 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Канашлăва ЧР Шалти ĕçсен министерствин штаб пуçлăхĕн çумĕ Н.Ефремов милици полковникĕ, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ О.Васильев хутшăнчĕç. Районти милици пуçлăхĕ Ю.Егоров доклад турĕ, лайăх енсене, çитменлĕхсене палăртрĕ.
Район территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе тытса тăрас, преступленисене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе службăсемпе подразделенисем ытти органсемпе пĕрле пысăк ĕç тунă.
Çирĕп мерăсем йышăнни кăтартусене палăрмаллах лайăхлатма пулăшрĕ: 2010 çулта районта 394 преступлени шута илнĕ, 2009 çултипе танлаштарсан 2,5 процент сахалрах. Уйрăмах йывăр (15-рен 11 таран) тата йывăр (54-ран 48 таран) преступленисен, çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ тĕслĕхсен (21-рен 14 таран), çавăн пекех обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шутне чакарма май килчĕ. Ют çын пурлăхне вăрланă (119-тан 112 таран) фактсем сахалланчĕç. Преступленисене уçса палăртасси 2,3 процент лайăхланчĕ, 90 процентпа танлашрĕ. Уйрăмах йывăр, çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ, çынна тапăннă, мăшкăлланă, çаратнă, вĕлерессипе хăратнă, кÿрентернĕ, ултавлă майпа укçа туртса илнĕ, хулиганла ĕçсем тунă,магазинсемпе складсене çаратнă, çул-йĕр правилисене пăснă, урамра тунă преступленисене уçса палăртасси 100 процентпа танлашрĕ. Çулсем çинче инкексенче вилекенсен (20-рен 19 таран), аманакансен (102-рен 98 таран) шучĕ пĕлтĕр малтанхи çулхипе танлаштарсан сахалрах пулчĕ. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ экономикăри преступленисене уçса палăртассипе тăрăшуллă ĕçлени сисĕнет. Наркотикпа çыхăннă преступленисене уçса парасси малтанхи пекех аван шайра. Ĕçсĕр çынсем (240-рен 223 таран) тата çул çитмен çамрăксем (23-рен 8 таран) преступлени сахалрах тунă. Хулиганла ĕçсем тунăшăн, килте эрех хатĕрлесе сутнăшăн, суту-илÿ правилисене пăснăшăн çырнă административлă протоколсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.
Хăш-пĕр кăтартусем аван пулин те районти лару-тăру çав-çавах йывăр. 2010 çулта çын вĕлернĕ, çынна тапăннă, мăшкăлланă, автомототранспорт хатĕрĕсем вăрланă, гараж, магазинсемпе складсем çаратнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Преступленисене çийĕнчех уçса палăртасси те япăхланчĕ.
Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă çĕре криминаллă милици пуçлăхĕ Н.Арсентьев, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин, следстви уйрăмĕн ертÿçи В.Петров, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ А.Малов, дознани пайĕн начальникĕ А.Васильев, участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ О.Микушин, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан В.Николаев хутшăнчĕç. Раççей ШĔМĕн Директивинчи требованисене тĕпе хурса 2011 çулта пурнăçламалли задачăсене палăртрĕç, март уйăхĕнче иртекен инспектор тĕрĕслевне хатĕрленмелли çинчен калаçрĕç.
Г.МОСКВИНА, районти милицин штаб пуçлăхĕ.