19 января 2011 г.
Мăкăр ялĕнче пурăнакан предпринимательсем пĕр тăван Германпа Валерий Ивановсем, Герман Алексеевичăн мăшăрĕ Любовь Германовна Çĕнĕ çул умĕн ентешĕсене ĕмĕр асăнмалăх парне кÿнĕ. Кивĕ чукун çул кĕперĕ айĕпе юхса выртакан пĕчĕк юхан шыв хĕрринче Сăваплă çăл куç уçнă. Ăна тунă çĕре ялĕпех хутшăннă.
Çăл куçа уçнă çĕре Канаш чиркĕвĕн священникĕ Олег атте пынă. Вăл чи малтан шыва кĕрсе тасалнă. Ун хыççăн ыттисем чÿхеннĕ – хĕрĕхе яхăн çын. Вĕсем хушшинче ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те пулнă.
Пиччĕшĕпе шăллĕ Ивановсем 11 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Сăваплă çăл куçа вĕсем амăшне сума суса, юратса Ольга княгиня ятне панă. Хăйсен ÿт-пĕвне сăваплă шывпа тасатма халăх кунта килсех тăрать.
В.НИКИФОРОВ.