АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çутта тухнăранпа хамăрăн аса çухататпăр"

19 января 2011 г.

Чăваш орфографийĕн (тĕрĕс çырулăхăн) çĕнĕ правилисене йышăннăранпа кĕçех çирĕм çул çитет. Тĕрĕссипе, ăна хăнăхса çитрĕмĕр. Шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен çав йĕркесене пăхăнма вĕрентнĕрен вĕсен ку енĕпе чăрмав çук. Аслисенчен хăшĕ-пĕри тĕрĕс çырулăхăн çĕнĕ правилисемпе килĕшесшĕн мар. Çавна май "Хыпар" хаçатра "Тавлашу кĕтесĕ" те çуралчĕ. Тĕпрен илсен унта калаçу "çĕр-шыв" сăмаха мĕнле çырасси пирки пырать. Тăван "çĕршыва" ваклама, пайлама кирлĕ мар – çак шухăша тĕпе хурса асăннă сăмаха пĕрле çырма хистеççĕ вĕсем.

Вĕренÿ институчĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш орфографийĕн çĕнĕ правилисене хатĕрленисенчен пĕри Юрий Виноградов вĕсене тивĕçлĕ хурав пачĕ-ха. Нумаях пулмасть вара "Хыпарта" орфографи ыйтăвĕпе (унпа çеç те мар) "çавра сĕтел" ирттертĕмĕр. Унта Юрий Виноградовсăр пуçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕн пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров хутшăнчĕ.

– Хисеплĕ ăсчахсем, айтăр-ха çакăнтан пуçлар: мĕн вăл орфографи; Мĕн тума кирлĕ вăл;

Николай ЕГОРОВ:

– Орфографи – тĕрĕс çырмалли йĕрке. Ăна пурте пĕлеççĕ. Тĕрĕс çырас пулсан – çип карнă çулпа утмалла. Унталла-кунталла пĕр утăм та выляма юрамасть.

Пире, чĕлхеçĕсене, çак йĕрке çырулăх пуçламăшĕнче кирлĕ пулнă-ха. Акăлчансем çырма вĕреннĕ чух йышăннă та хăйсен орфографине – унтанпа пĕрре те улăштарман. Ачасене орфографипе хытарса лартсан пирĕн чĕлхе аталанма пăрахать.

– Апла пулсан кирлĕ-и ăна вăхăтран-вăхăта улăштарма, халăха пăтратма;

Николай ЕГОРОВ:

– Тĕрĕс, йĕркеллĕ орфографи икĕ-виçĕ шухăшлă, ыйтуллă вырăнсенче тĕрĕс çырма пулăшмалла. Енчен те ăнланма чăрмантармасан... Сăмахран, промышленность, промышленнăç, промышлĕнноç тесе çыраççĕ. Хăшĕ тĕрĕс; Эпир ăна пур пĕрех ăнланатпăр-çке. Çавăнпа та, ман шухăшăмпа, ирĕк пулмаллах.

Юрий ВИНОГРАДОВ:

– Çирĕм çула яхăн йĕркеллех ĕçлесе пытăмăр. Шкул ачисем те хăнăхрĕç. "Хыпарта" Элли Илле "çĕр-шыв" сăмаха мĕнле çырасси пирки хускатнă полемикăна ытлашши "шала" ямасса та пултарнă. Правилăра каланă вĕт: икĕ тĕрлĕ çырма юрать тенĕ. "Çĕр-шыв" сăмахăн кашни пĕлтерĕшне кура калаçас пулсан вăхăт нумай кирлĕ. Орфографире пĕлтерĕшне шырамалла мар, вăл – культурăри япала.

Николай ЕГОРОВ:

– Турккă чĕлхинче ун пек инкек çук – уйрăм çыраççĕ. Орфографие пĕрре йышăннă тăк – пурнăçламалла. Акăлчансем пек.

Ачасем çыру ĕçĕнче вырăс орфографине пула йăнăшаççĕ. Халĕ вĕсем шкула çÿреме пуçличченех вырăсла калаçма вĕренеççĕ. 100 проценчĕпех чăвашсем пурăнакан районсенчи шăпăрлансем те тăван чĕлхепе акцентпа пуплеççĕ. Хăрушă япала. Çавăнпа та вĕсене шкулта йăнăшсемшĕн начар паллăсем лартса тăван чĕлхерен сивĕтессинчен асăрханмалла.

– Калаçу тата çыру чĕлхисем. Вĕсен шайлашăвне мĕнлерех куратăр;

– Николай ЕГОРОВ:

– Эпĕ калаçу чĕлхипе çырма тăрăшатăп. Çынсене килĕшет çакă. Университетра вĕреннĕ чухнех кукамай çапла калатчĕ: "Куля, эсĕ университетра вĕренетĕп тетĕн, анчах та вырăсла вĕренеймерĕн пулмалла. Çынсен ачисем пĕр-ик çул хулара пурăнаççĕ те вырăсла çеç калаçса çÿреççĕ".

Чăвашла пичетленекен кирек хăш хаçата алла илсен тÿрех курăнать: ку – куçарнă япала. Журналистсем статьясене чăвашла çыраççĕ пулсан та предложенисене вырăсла шухăшласа çыраççĕ. Синтаксис та вырăсла.

Юрий ВИНОГРАДОВ:

Журналистсене пĕр енчен йывăр та. Литература чĕлхине хăнăхма çăмăл мар. Çавăнпа та çак ĕçе шкултан пуçăнмалла. Çапла тума тăрăшатпăр та. Вĕрентекенсем валли ятарлă курссем йĕркелетпĕр.

Хаçатçăсем культура, искусство ыйтăвĕсемпе лайăх, çăмăл чĕлхепе çыраççĕ. Экономика, ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсене çутатнă чухне çухалса кайнăн туйăнать.

– Чăваш генофончĕ хавшаса, чакса пырать тенипе килĕшетĕр-и;

Николай ЕГОРОВ:

– Паллах. Çакă – пысăк инкек, чăн-чăн трагеди. Нумаях пулмасть Мускавра 200 чăваш генералĕ-офицерĕ тĕл пулнă терĕç. Вĕсем пурте Шупашкарта ĕçлес пулсан тем туса хумалла. Çутта тухнăранпа хамăр ăса çухатса пурăнатпăр. Компьютерпа ĕçлеме пĕлекен ял ачисем чăваш уйрăмне вĕренме килекенни сайра. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пысăк укçа ĕçлесе илме май пур çĕре ăс пухма ярасшăн.

Малтан репрессие, ссылкăна лексе суйланнă. Влаçа Хрущев килсен паспорт пама пуçланă. Пултаруллисем Мускава, Хусана, Чĕмпĕре, Чулхулана, Çĕпĕрти хуласене ăс илме çул тытнă. Вĕсем пĕри те каялла таврăнман. Çавăнпа та чăваш интеллигенцийĕн тепĕр ăрăвĕ тухман.

– Эпир чăваша вăл чăваш мар пулма тытăнсан çеç хисеплеме пуçлатпăр тенине те илтме тивет. Çак шухăш пирки мĕн каланă пулăттăр;

Николай ЕГОРОВ:

– Шупашкара гагаузсем килнĕччĕ. Ытлашши нимех те çук пек. Анчах тÿп-тÿрĕ, çурта пек утса çÿреççĕ. Çавăн пек "лартнă" вĕсене. Чăвашсене юсамалла мар, тасатмалла. Вырăсланнинчен.

Культура, унтан та ытларах искусство вырăсланса пырать. Театрсене илер-ха. Сцена çинчи тума чăваш еккипех тума хăтланнă, анчах та çавăнта та пулин вырăсла "кукрашка" кĕртсе хăварнах.

"Нарспи" рок-опера пур тетпĕр. Классика вăл – классика. "Борис Годунова" никам та мюзикл тума хăяймасть.

Юрий ВИНОГРАДОВ:

– Паянхи ача çывăрса тăрансанах вырăсла шухăшлама пуçлать. "Шкула каймалла е çук;" йышши предложени чăвашла мар-çке. Тĕрĕсси çапла янăрамалла: "Шкула каймалла е каймалла мар;" Çавăнпа та чĕлхе, пуплев культури пирки тăтăшах калаçмалла, ачасене çеç мар, вĕрентекене те чăвашла тирпейлĕ, тĕрĕс, таса калаçма хăнăхтармалла. Чĕлхе тытăмне тĕпчесе çитермелле. Çавăн чухне çеç пуласлăх шанчăклă курăнĕ.

– Пире, чăвашсене, вырăс культури çеç мар, Анăç та пысăк витĕм кÿрет. Сирĕн шухăшăрпа хăшĕ – Анăç е Тухăç – чăваш чунне çывăхрах пек;

Николай ЕГОРОВ:

– Тухăçа, Китая каймалла. Ачамăрсене çав енчи çĕршывсене вĕренме ямалла. Элли Юрьев ÿнерçех илер. Салтакра Грузире пулнăскер унти институтра пĕлÿ илнĕ. Кĕнеке шрифчĕ енĕпе чăваш кĕнекисене чун кĕртрĕ, илемлĕ литературăна юратма хăнăхтарчĕ.

Китай, Япони хăйсен культурине çĕклеме пуçларĕç те экономикисем те мĕнле вăйланса кайрĕç. Пирĕн камран тĕслĕх илмелли пур.

Н.СМИРНОВА çырса илнĕ.

"Х", 1-мĕш ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика