19 января 2011 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Районти ял хуçалăх производстви 2010 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур; Вĕсем çинчен пирĕн редакцин паянхи хăни район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай эксперт специалисчĕ С.Васильев каласа кăтартма кăмăл турĕ.
– 2010 çулта районти хуçалăхсенче 645,9 тонна (е 94,2 проц.) аш-какай туса илнĕ. 2009 çулта – 685,7 тонна. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарса пынине пула аш-какай илесси те пĕчĕкленчĕ. Сыснасем те районта йышлах мар. Туса илнĕ аш-какайăн мĕн пур калăпăшĕн 60 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, 7 проценчĕ – сысна ашĕ, 31 проценчĕ – кайăк-кĕшĕк ашĕ.
Районта иртнĕ çул пĕтĕмпе 4772 тонна сĕт суса илнĕ (2009 çулта – 4814 тонна), ку вара 99 процентпа танлашать. Киров ячĕллĕ ЯХПК, "Нектар", "Канаш", "Восход", "Исток", "Родник", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем тата "Иванов" фермер хуçалăхĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.
Халăхран сĕт пуçтарни – хуçалăха аталантармалли хушма çăл куç пулнине тăтăшах калатпăр. Апла пулин те паян районта виçĕ хуçалăх кăна ("Восход", "Исток" тата "Мотор" хуçалăхсем) халăхран сĕт пуçтараççĕ.
Пĕр ĕнерен вăтамран 3501 кг сĕт суса илнĕ (виçĕм çул – 3385 кг), ку вара 103 процентпа танлашать. "Канаш" ООО – 4708 кг, "Агат" ООО – 4410 кг, Киров ячĕллĕ хуçалăх 4059 кг, "Нектар" ООО 3925 кг, "Родник" ООО 3912 кг сĕт кашни ĕнерен суса илнĕ. Çакă виçĕм çулхи шайран 109 процент нумайрах. Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру ерипен-ерипен йĕркене кĕрсе пырать. 1 литр сĕт хакĕ 16-17 тенкĕ тытăнса тăрать. Паян ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пымалла. Кĕтĕве çĕнетсе çитерме сахалтан та 3 çул кирлĕ. Ĕнесен шутне пуçпа шутламасăр тĕлли-паллисĕр чакарса пымалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет халăх каларăшĕ. Çавăнпа та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни – сĕт. Çак чăнлăха ăша хывса ĕнесен йышне ÿстермешкĕн "Канаш" пĕрлĕх – 172 пуç, "Цивиль" – 47 пуç, Киров ячĕллĕ хуçалăх 25 пуç пушмак пăрусем туяннă.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2010 çулта 37,4 ц (2009 çулта – 39,7 ц) аш-какай, 276,5 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ, "Восход", "Путь Ленина" тата "Сормовский" хуçалăхсен.
– Выльăх-чĕрлĕх йышĕ районта халĕ те чаксах пырать-и;
– Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3522 пуç шутланать, 2009 çулта 3481 пуç çеç пулнă (101,2 проц.). "Путь Ленина", "Цивиль", "Нектар", "Канаш", "Восход", "Хучель", "Родник", "Агат", Киров ячĕллĕ, "Сормовский" хуçалăхсенче выльăхсен шутне малтанхи шайрах сыхласа хăварнă, хăшĕсем вара ÿстерме те пултарнă.
Ĕнесен шучĕ – 1377 пуç, виçĕм çул 1140 пуç пулнă. Ĕнесен йышĕ пĕчĕккĕн хушăнса пыни савăнтарать. Киров ячĕллĕ хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Пĕтĕмпе 1486 пуç пăру илнĕ (2009 çулта – 1456), ку – 102 процентпа танлашать. "Путь Ленина", "Нектар", "Урюм", "Канаш", "Восход", "Исток", Киров ячĕллĕ, "Сормовский" хуçалăхсенче малтанхи çулхинчен ытларах пăру илнĕ, вĕсен сăвăм шайĕ те пысăкрах паллах. 100 ĕне пуçне 84 пăру илнĕ, 2009 çулта 81 пăру пулнă. Ĕне кĕтĕвне çамрăк выльăхсемпе çĕнетесси 100 ĕне пуçне 24 пуçпа танлашнă (2009 çулта – 21 пуç). Çÿлерех ырăпа асăнса хăварнă хуçалăхсенче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 448 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем каллех çÿлерех асăннă хуçалăхсенчех. Енчен те эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шер грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.
Отрасльте уçăмлăх çуккипе сыснасен йышĕ питĕ вăйлă чакса ларчĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем районта 1592 пуç шутланаççĕ. "Канаш" ООО сысна ĕрчетессипе уйрăмах çине тăрса ĕçлет. Ара ашне сутаймасан çурасем çинче те лайăх тупăш илме пулать-çке. Камăн хуçалăхĕнче сыснасене пуçĕпех пĕтермен, вĕсем çак ĕçпе укçа тума май пуррине ăнланса илчĕç.
– Хĕл варри, выльăхсем çаран çине тухиччен вăхăт чылай иртмелле-ха, ферма ĕçченĕсене мĕн каланă пулăттăр;
– Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Выльăхсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермеллине, ĕнене 1 кг сĕт антарма 4-5 литр шыв кирлине, ăратлă ĕнесене кунне 180 литр таран шыв ĕçтермеллине çирĕп шута илмелле. Ĕнене куллен таса шыв (лăпăр-лапăр мар!) ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла. Хĕллехи вăхăтра выльăхсене уйрăмах кирлĕ витаминсемпе пуян хыр-чăрăш лăссипе апатлантармалла. Сĕт тасалăхĕшĕн тăрăшма та тахçанах вăхăт. Сĕт хакĕ унăн пахалăхне кура йĕркеленет.
Ял хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕсĕр малалла тивĕçлĕн аталанса пыраймасть. Тырă хакĕ йÿнĕ, ăна сутни пысăк тупăш кÿмест. Çавăнпа та ăна выльăх апачĕ урлă кăларсан (сĕт тата аш туса илни) усси пысăкрах пулĕ.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.