АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене "Анкадор" тасатать

19 января 2011 г.

Кăрлачăн малтанхи кунĕсенче юр нумай çурĕ, тăман вĕçтерчĕ. Çулсене кĕрт хÿсе кайрĕ. Ялсене кĕрсе тухма йывăрланчĕ. Вĕсенче пурăнакансем кăмăлсăррăн калаçни тăтăшах илтĕне пуçларĕ.

Уçырма ял тăрăхĕ çак йывăрлăхран тухма май тупрĕ. "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн "Т-150" тракторĕ çÿллĕ кĕртсене тасатма хăват çитерейменнипе Л.Дмитриев предпринимательпе килĕшÿ турĕ. И.Максимов тытса пыракан мăнаçлă "Анкадор" погрузчик Уçырмари Ленин урамне тата Аслыр çăл куç патне шыва каймалли çула кĕске вăхăтра юртан тасатрĕ. Тепĕр кун ытти урамсене тикĕслерĕ.

В.Толстов тракторист та ахаль лармасть. Вăл "Т-150" тракторпа шкул, садик, лавкка патне пыракан çулсене тавралăх çуталса çитнĕ çĕре тасатса та хурать.

Çулсене тасатса тăнине ял тăрăхĕн администрацийĕн обществăлла хăрушсăрлăхăн опорлă пункчĕн пуçлăхĕ П.Матросов тĕрĕслесе тăрать.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика