19 января 2011 г.
Сиккасинче пурăнакан Белскисен çемйи сакăр çынран тăрать: ашшĕпе амăшĕ тата ултă ача. Тăваттăшĕ шкулта вĕренеççĕ, пур предметпа та ĕлкĕрсе пыраççĕ, ашшĕ-амăшне вăй çитнĕ таран хуçалăха тытса пыма пулăшаççĕ. Орловсен çемйинче пилĕк ача. Вĕсене хĕрарăм пĕччен ÿстерет. Асли финанспа экономика колледжĕнче вĕренет, кĕçĕнни садика çÿрет.
Бельскисемпе Орловсем Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илнĕ. Вĕсене хваттер уççине савăнăçлă лару-тăрура панă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова, "Канашская" ПМК" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи Р.Зинетуллин, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге хутшăннă, сăмах каланă, Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, телей суннă.