19 января 2011 г.
Иртнĕ çул пуçламăшĕнче "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕ "Манăн хаклăскерĕм, ахăлтатса култараканскерĕм" сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Вулакансен шÿтлĕ вун-вун ĕçне кун çути кăтартрĕç. Шел те, пахалăхĕ япăх пулнăран хăшне-пĕрне пичетлеме май килмен.
Редакци ĕçченĕсем фотоĕçсене пăхса-тишкерсе мала тухнисене палăртнă. Пĕрремĕш вырăна пирĕн хаçатăн яваплă секретарĕн Виталий Аччан пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Анне çук чухне" ÿкерчĕкĕ (икĕ шăпăрлан тетте-машинăсен кузовĕсене кÿлленчĕкри шыва вылямалли кĕреçепе тултараççĕ) тивĕçнĕ. Вăл Диплом тата парне çĕнсе илнĕ.
П.ЕФИМОВ.