АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕнче – çĕнĕ çын

19 января 2011 г.

Иртнĕ çулхи раштавăн пуçламăшĕнче муниципаллă службăн администраци пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн вакантлă должноçĕн вырăнне йышăнма конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Раштавăн 28-мĕшĕнче пилĕк çынран тăракан конкурс комиссийĕн ларăвĕ пулнă.

Комисси йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак должноçа йышăнма тăваттăн кăмăл тунă. Вĕсем – А.В.Матвеев, А.М.Улитин, С.Р.Егоров тата К.А.Никоноров. Конкурс комиссийĕ Константин Анатольевич Никоноров çĕнтернĕ тесе йышăннă.

Хастар ĕçленĕшĕн

Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2010 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Наци библиотекин директорне С.М.Стариковăна "Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Светлана Михайловна – пирĕн ентеш. Вăл Анаткас Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн Хусанти патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл "Техника литературин библиотекарь-библиографĕ" специальноçе алла илнĕ. Дипломлă çамрăка Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн библиотекине ĕçлеме янă.

1997 çултанпа Наци библиотекинче тăрăшать. Тĕп библиографран пуçласа директора çитнĕ. 2005 çулта "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика