АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уншăн правилăсем çук

19 января 2011 г.

Асанкасси ялĕнче пурăнакан Чернов хушаматлă водительшĕн (чăн хушамачĕсем урăхла) çул-йĕр правилисем çук тейĕн. Вăл хăй пĕлнĕ пек çÿреме хăнăхнă. Хăвăртлăх режимне пăхăнасси, салонра хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курасси, юсавсăр машинăпа çула тухма, çынсене çуран çÿреме уйăрнă вырăнта транспорт хатĕрĕпе çÿреме юраманни асĕнче те çук. Çавăнпах ĕнтĕ ăна РФ КоАПĕнче пăхнă статьясемпе темиçе хутчен те административлă йĕркепе айăпласа штраф тÿлеттернĕ.

2009 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче канмалли куна яла килнĕ Çĕнĕ Шелттем хĕрарăмĕ Борисова хăйĕн çăмăл машинипе Шупашкара кайма тухнă. Унпа пĕрле тепĕр икĕ çын пулнă, Серова тата унăн 4 çулти хĕрачи. Шелттем çулĕ çинчен Çĕрпÿ-Ульяновск трасса çине тухса Маяка çитеспе хĕрарăм пассажирсем хăйсенчен 100-150 метр маларах çул варринчех икĕ çăмăл машина чарăнса ларнине асăрханă. Патне çитсен вара машинăсенчен пĕри, Чернов тытса пыраканни, нимĕнле паллă та памасăр çул варринчех хăвăрт кăна каялла çаврăннă. Шăп çав вăхăтра вăл Борисован "Опель" автомашинине пырса çапăннă. Машина кювета чăмнă.

Аварие лекнĕ хĕрарăмсенчен пĕрне васкавлă пулăшу машинипе больницăна леçнĕ. 4 çулти хĕрача вара инкек пулнă хыççăн тепĕр кунхине хăйне япăх туйма пуçланă: унăн çурăм шăмми темиçе тĕлтен сикнĕ, пуç мими чĕтреннĕ, пуç тата мăй хытах аманнă пулнă. Хĕрачан Шупашкарти пĕр больницăра сипленме тивнĕ.

Чернов мĕншĕн ним çук çĕртенех хирĕç килекен машинăпа çапăннине акă мĕнле ăнлантарнă. Унăн машинĕ çинче чÿрече кăнтăкĕсем тĕксĕм пулнăран вăл кăнтăр кунĕнчех нимĕн те курман. Анчах унăн айăпĕпе икĕ çын вăйлах сусăрланнă.

Ку фактпа следствин вăрах ĕçлеме тивнĕ, апла пулин те тĕрĕслĕх çиеле тухнă. Чернова РФ Уголовнăй кодексĕн 264 статйин 1-мĕш пайĕпе – çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе тата тимсĕр пулнипе çын сывлăхне пысăк сиен кÿнĕшĕн – айăпласа явап тыттарнă.

Е.АЛЕКСЕЕВ, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика