АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район тăнăçлăхĕшĕн пĕрле ĕçлер

19 января 2011 г.

Район тăнăçлăхĕшĕн пĕрле ĕçлер

Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн эпир, телевиденин Канашри студийĕн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова, район администрацийĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе тата общественноçпа çыхăну тытакан тĕп эксперт специалисчĕ Галина Германова тата эпĕ, çак йĕркесене хут çине куçараканĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа тĕл пулнăччĕ. Владислав Васильевич иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ çула палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Çак калаçупа вулакансене те паллаштарас кăмăлăм пур.

Г.Германова:

– Владислав Васильевич, 2010 çул хăйне евĕр нумай пулăмпа асра юлчĕ. Сирĕншĕн вăл мĕнпе уйрăмах палăрчĕ;

– 2010 çулта, чăн та, асра юлмалли чылай пулчĕ. Патшалăха кирлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнни. Йĕркеллех ирттерсе ятăмăр ăна. Вырăнти ĕçсене илес пулсассăн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, вырăнти тата район депутачĕсене, çавăн пекех район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсене çĕнĕрен суйларăмăр. Кусем те кирлĕ, пысăк ĕçсем. Халăх сасăлавĕпе суйланнă, халăх шаннă çынсем малашне халăхшăн тăрăшса ĕçлеççех пулĕ тетĕп.

2010 çул Раççейри нумай регионти пекех çут çанталăк кăларса тăратнă йывăр условисемпе палăрса юлчĕ. Пурте астăватпăр, çуллахи вăхăтра икĕ уйăх ытла питĕ шăрăх та типĕ çанталăк тăчĕ. Унсăр пуçне хĕл пуçламăшĕ юрсăр, сивĕ пулчĕ. Çакă ял хуçалăх отрасльне калама çук япăх витĕм кÿчĕ. Çавна пула 9 пин ытла гектар çинче тыр-пул туса илеймерĕмĕр. Ку лаптăкран пĕр центнер тырă та пуçтарман. 2009 çулхипе танлаштарсан 2010 çулта акса-лартса çитĕнтернĕ тĕш тырă лаптăкĕн 25 проценчĕ çинчен кăна тухăç пухса илме май килчĕ. Выльăх апачĕ те хакланса кайрĕ, тырă хакĕ те пысăк. Çут çанталăк кÿнĕ инкеке пула шар тÿснĕ регионсене патшалăх уйăрнă укçа-тенке Раççей тата республика Правительствисем ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем патне вăхăтра çитерчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем те тыр-пул, çĕр улми, ытти культурăсем пĕтнипе тÿснĕ тăкаксене саплаштарма 14 миллион та 400 пин тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. Выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварнăшăн – 5 миллион та 500 пин тенкĕ. Ку вăл – каялла тавăрса памалла мар укçа. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышне упраса хăварсан патшалăх каллех пулăшу парать. Ман шутпа, эпир ку ĕçе пурнăçлаятпăр.

2010 çула пĕтĕмлетнĕ май пушарсем пирки те каласа хăвармаллах. Пирĕн районта ытти районсемпе танлаштарсан муниципаллă пушар хуралĕсем йĕркеленĕ. 24 ял тăрăхĕнчен 13-шĕнче пушар расчечĕсем пур. Вĕсенче çĕрĕн-кунĕн дежурство тăраççĕ. Çавна пула çулла вут хыпса илнĕ вăрмансене вăхăтра сÿнтерме, çынсен пурнăçне сыхласа хăварма пултартăмăр. Куншăн ял çыннисене пысăк тав. Вĕсем пушарсем тухсан кар тăрса çулăма вăхăтра сÿнтерме пулăшатчĕç.

Л.Шурекова:

– 2010 çул Раççейшăн çав тери паллă çул пулчĕ. Пĕтĕм халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине паллă турĕ. Районта çак уява мĕнле кĕтсе илтĕмĕр; Вăрçă участникĕсене, ветеранĕсене, салтак арăмĕсене тивĕçлĕ таран тимлĕх уйăрма пултартăмăр-и;

– Юбилейлă паллă çул пулчĕ. Çÿлерех асăннă категорири çынсем çуллен сахалланса пыраççĕ. Çавăнпа Çĕнтерÿ уявне малашне кашни çулах юбилей пек уявламалла тесе шутлать çĕршыв правительстви. Эпĕ те çак шухăшпа килĕшетĕп. Ветерансене тимлĕх уйăрасси, вĕсене пулăшасси çамрăк ăрăвăн таса тивĕçĕ пулмалла.

Уяв умĕн кашни ял тăрăхĕнчех асăну палăкĕсене, обелисксене тирпей-илем кĕртрĕç. Çĕнĕрен тунă палăк та чылай. Ку енĕпе Уçырма ял тăрăхне палăртса хăвармалла. Çак ялта çуралса ÿснĕ А.Петров предприниматель 1 миллион та 400 пин тенкĕ спонсор пулăшăвĕ панипе çĕнĕ палăк туса лартрĕç. Ватăсене шкул ачисем пысăк пулăшу кÿреççĕ.

Раççей Правительствин ятарлă указĕпе пирĕн вăрçă ветеранĕсемпе участникĕсене, инваличĕсене, салтак арăмĕсене, вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Çак хушупа килĕшÿллĕн 2010 çулта 123 çын хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕç. Шупашкарпа Канаш хулисенче хваттер туянас кăмăллисем ытларах. Пирĕн хамăр район территорийĕнче çурт тутарас килет. Хальлĕхе 10 çын çеç уйăрнă укçа-тенкĕпе хăйсем пурăнакан вырăнта уйрăм çурт тутарчĕç. Эпир вĕсен килĕсене çитсе куртăмăр. Кайри Ăнтавăш, Вăтакас Кипеч, Калиновка, Çеçпĕл, ытти ялсенче çакăн пек çуртсем хăйсен хуçисене йышăннă. Ватăсем хăйсене пăрахманшăн питĕ савăнаççĕ: шывĕ те, ваннăй та, ытти мĕн кирли пурте пÿртре вĕсен, хĕлле урама тухса шăнса çÿремелли çук. Çакăншăн тав тăваççĕ. Юлашки кунсенче алла свидетельство илнĕ тепĕр 17 çын кĕçех хваттерлĕ, çĕнĕ çуртлă пулĕç. Заявленисем килсех тăраççĕ, тепĕр 22 çын черетре тăрать, тата 10 ветеранăн пурнăç условийĕсене тишкернĕ, вĕсене те çывăх вăхăтра черете тăратаççĕ.

Çурт-йĕр çинчен сăмах хускатрăм пулсан çакна та каласа хăварам: ялта пурăнакан çынсене хваттер туянмалли е çурт-йĕр хăпартнă чухне пулăшу памалли тĕрлĕ шайри программăсем ĕçлеççĕ. Программăсене хутшăнса 2010 çулта 31 çемье пулăшу илнĕ: 20-ĕшĕ ялта пурăнакан çынсен программипе, 11-ĕшĕ – ялта ĕçлекен специалистсене пулăшмалли программăпа. Республика шайĕнче ĕçлекен программăсене хутшăнса тепĕр 5 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç.

Нумай пулмасть Сиккассинче пултăмăр. Унта нумай ачаллă икĕ çемьене пурăнмалли хăтлă, илемлĕ çурт туса панă. Ку программăпа 2009 çулта пĕр çурт (Çĕнĕ Мамире) хута янăччĕ. Пĕччен, тăлăххăн пурăнакан 4 çемьене 2009 çулта, 1 çемьене 2010 çулта пурăнмалли çуртпа тивĕçтертĕмĕр.

И.Владимирова:

– Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Çамрăксене шанмалла, ĕненмелле", – терĕ. Çырура каланă шухăшсене тĕпе хурса 2011 çулта пурнăçлама мĕнле пысăк тĕллевсем палăртатăр;

– Президент Çырăвне эпир республика Правительствин Пысăк залĕнче итлерĕмĕр. Çыру мана мĕнпе килĕшрĕ; Унта ял хуçалăхне пысăк тимлĕх уйăрнă. Пире, ял хуçалăх районĕсене ертсе пыракансене, çакă савăнтарать, малашне ĕçлеме условисем лайăхланас ĕмĕт çуратать.

Пирĕн пĕрремĕш тĕллев, Çырура каланă пекех, – усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе тыр-пул е пахча çимĕç акса-лартса ÿстересси; çав лаптăксене тухăç тата тупăш илмелле тăвасси. Ку ыйтупа хамăрăн ял хуçалăх предприятийĕсемех ĕçлеççĕ хальлĕхе. Хуçалăхсен вăйĕпе 2011 çулта 1500 гектар усăсăр выртакан çĕре ĕçе кĕртесшĕн. Унсăр пуçне Ухман, Вăтакас Кипеч, Ăвăспÿрт Кипеч енчи çĕрсем çинче ĕçлеме инвесторсем шыратпăр. Пирвайхи калаçусем пур, татăклă йышăнусем туман-ха.

Çырура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сфери çинчен каланă шухăша тĕпе хурса хамăр районта пурнăçламалли задачăсене палăртрăмăр. Ку енĕпе ĕçлемелли нумай.

Пирĕн предприятисенче, учрежденисенче малалла ăнтăлакан, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртекен çамрăк специалистсем мĕн чухлĕ ытларах, вĕсем ĕçлекен сфера çавăн чухлĕ ăнăçлă та тухăçлă аталанса пырать. Вĕрентĕве, воспитани парассине, çамрăксемпе ĕçлессине тимлĕхре тытатпăр. Çамрăксене шанмалла, вĕсем пирĕн ĕçе малалла тăсакансем-çке.

2011 çулта палăртнă ĕçсем, ĕмĕт-тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланасса питĕ шанатăп. Районта пурăнакансене сывлăх, ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп.

– Калаçушăн пысăк тав.

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика