АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра асăнса

19 января 2011 г.

Манмасть Энтрияль халăхĕ хăйсен паттăр ентешне В.Павлова. Вăл Чечняри çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă. Ăна Паттăрлăх орденĕпе икĕ хутчен наградăланă. Нумаях пулмасть Владимир ячĕпе вырăнти шкулта асăну хăми уçнă. Паттăра асăнса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, шкул директорĕ А.Гурьев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Михайлов сăмах каланă.

Мероприяти иртсен хоккей турнирне уçнă. Унта "Энтрияль", Канашри "Локомотив", "Сугай", Кăшнаруй ял тăрăхĕн командисем хутшăннă. Пăр çинчи кĕрешÿре Энтрияль хоккеисчĕсем мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – сухайкассисем, виççĕмĕшĕнче – "Локомотив".

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика