19 января 2011 г.
Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказне пурнăçласа 2007 çулта кадетсен класне йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне çак класра 20 кадет вĕренет.
Виçĕ çул хушшинче ачасем самаях пысăк çитĕнÿсем тунă. 2007 çулта çеç вĕсем республикăн виçĕ Дипломне тивĕç пулнăччĕ. Икĕ çул каялла вара район шайĕнчи 8 дипломпа грамота, республики шайĕнчисене 8 хутчен, виçĕм çул 20 хутчен тата 2 кубок, пĕлтĕр 42 хутчен, 8 кубок тата 2 хаклă парне çĕнсе илнĕ.
Шкулти кадетсен тĕп уявĕ – кадетсене халаллани. Ăна кашни çулах раштав уйăхĕнче ирттереççĕ. Уява саппасри подполковник А.Наймушин уçнă. Кадетсем стройпа утма пултарнине кăтартнă, Раççей Гимне, тĕрлĕ юрă юрланă, сăвăсем каланă, ташланă.