АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малаллах ăнтăлаççĕ

19 января 2011 г.

Çанталăк вылянчăкне, экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр Чăваш Енĕн аграрийĕ аталанса пырать. Çулталăк вĕçĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче сисĕмлĕ çитĕнÿсем палăрчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Тăвай районĕнчи "Акконд-Агро фирма" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнчи 480 ĕне валли иккĕмĕш витене уçнă çĕре хутшăннă. Унччен маларах Комсомольски районĕнчи "Дубовка" ял хуçалăх кооперативĕнче сумалли хатĕрсем вырнаçтарнă витене хута янă. Çывăх вăхăтрах Етĕрне районĕнчи "Родина" тата Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" кооперативсенче сăвакан ĕнесене тытмалли витесене туса пĕтерĕç.

Асăннă хуçалăхсенчен пирĕн районти "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх ырă тĕслĕх илет. Вăл 2011 çулта мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвне ÿстерес шухăшлă. Çакна пурнăçа кĕртес тĕллевпе 112 вырăнлă çĕнĕ вите хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Унта сумалли çĕнĕ хатĕр, автопоилка тата ĕçе çăмăллатмалли ытти хатĕр вырнаçтарнă. Нумаях пулмасть предприятине ертсе пыракансем район администрацийĕн тата Чăваш Енĕн патшалăх ветеринари службин специалисчĕсемпе пĕрле 47 пуç ула пушмак пăру туянчĕç. Вĕсене мĕнпе тăрантарнине, мĕн ĕçтернине, сывлăхне, витери микроклимата тĕрĕслесех тăраççĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика