19 января 2011 г.
Шăмат кун, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, Патшалăх вырăс драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалласа савăнăçлă мероприяти ирттернĕ.
Журналистсемпе полиграфистсене, кĕнеке кăларакансене, массăллă информацин электронлă хатĕрĕсен представителĕсене, журналистика ветеранĕсене, хаçат саракансене, студентсене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă.
- "Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", – тенĕ чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн "Хыпарăн" никĕслевçи тата редакторĕ Николай Васильевич Никольский. Паян çак залра ырă та çутă çынсем лараççĕ, мĕншĕн тесен эсир пичет ĕçĕн элчисем кăна мар, эсир, журналистсем, шăпах та аслă профессор ĕçне тăсакансем. Паян эпĕ сире уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, малашне те сирĕнпе тачă çыхăнса тата ăнланса ĕçлессе шанатăп.
Чăваш Ен тĕрлĕ наципе, конфессипе пуян. Пурте вĕсем пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. Паян эсир çак туслăха хаçатсемпе журналсенче çутататăр, ăна çирĕплетсе аталанма пулăшатăр.
Çакна та палăртса хăварас килет: республикăра паян 200 ытла хаçат-журнал тухса тăрать, çав шутра электронлă майпа тухакансем те, районсемпе хуласенче пичетленекенсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕр интереслĕ, чуна пырса тивекен материалсемпе пуян. Журналистсем хăйсен професси чăнлăхĕпе яваплăхне яланах тивĕçлипе тытса пыни пире вара уйрăмах савăнтарать. Эсир – пирĕн туссем, эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр – республикăна малалла тивĕçлĕ утма пулăшатпăр. Малашне те пĕр шухăшлă пуласса, халăхăн пурнăç шайне ÿстерме пулăшасса шанатăп, – тенĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче.
Президент патшалăх наградисене панă. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медале тивĕçнĕ. Республика пуçлăхĕн Хушăвĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен отраслĕнчи ĕçри хастарлăхшăн Пăрачкав райхаçачĕн тĕп редакторне Геннадий Карпова, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторне Олег Прокопьева Тав çырăвĕ панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе "Хыпар" издательство çурчĕн кассир бухгалтерне Нина Архиповăна тата компьютер цехĕн операторне Альбина Волковăна, Вăрнар район хаçачĕн яваплă секретарьне Светлана Чикмяковăна наградăланă.
Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова 105 çул каялла истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулнине – чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" тухнине палăртнă. Роза Михайловна журналистикăн иртнĕ çулĕнчи çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăнă, малашнехи задачăсем кăларса тăратнă.
ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Раççей Журналистсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Всеволод Богданов саламне вуласа панă. "Эпир наци пичечĕн чĕрĕлĕвĕшĕн, массăллă информаци хатĕрĕсен ирĕклĕхĕшĕн çине тăратпăр", – тенĕ вăл телеграммăра.
Малалла пултаруллă çынсене чысланă. "Советская Чувашия" хаçатăн экономика ыйтăвĕсен тишкерÿçи Людмила Арзамасова тата Чăваш телевиденийĕн корреспонденчĕ Зинаида Паршагина Çемен Элкер ячĕллĕ, "Хыпар" хаçатăн хроникăпа хамăр корреспондентсен пайĕн редакторĕ Роза Власова Николай Никольский ячĕллĕ, "Хыпар" хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ Валентин Григорьев тата Етĕрне районĕн "Ĕç ялавĕ" хаçат редакцийĕн çырусен тата массăллă ĕçсен пайĕн редакторĕ Екатерина Казакова Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсем пулса тăнă.
Уява пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿнĕ.
Виталий АЧЧА.