14 января 2011 г.
Сурăх. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисемшĕн 2011 çул çĕнĕлĕхсемпе пуян пулĕ. Çăлтăрсем сире алă усса ларма сĕнмеççĕ, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнтăлакансем çитĕнÿ тăваççех. Кăмăла çĕклеме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ – пăшăрханăва, хумханăва, кăткăс лару-тăрăва кивĕ çултах хăварăр.
2011 çулăн пĕрремĕш çурринче енчĕке палăрмаллах хулăнлатма май килĕ, апла нарăс-пуш уйăхĕсенче пурнăçламалли ĕçсене малтан палăртăр. Ака уйăхĕн 6-мĕшне ас туса юлăр. Çав кун тахçанхи ĕмĕтĕре пурнăçа кĕртме май пулĕ. Унсăр пуçне çул çине тухма меллĕ – командировка ăнăçу кÿрĕ. Ака вĕçĕнче тата çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пуçлăхăрăн кашни сăмахне тимлĕ итлĕр, хушнă ĕçе вăхăтра тата ăста туни карьера картлашкипе хăпарма пулăшĕ. Чи кирли – çынпа хутшăнма пĕлни, сăмсана каçăртманни.
Çĕртме уйăхĕнче пысăк йăнăш тăвасран асăрханăр. Илĕртÿллĕ проекта та тĕплĕ тишкерсе хакламасăр ан пуçăнăр.
Кĕркунне юлташăрсемпе харкашас хăрушлăх пур, çавăнпа çăвара шыв сыпни усăллăраххине яланах асра тытăр, тусăрсемпе хутшăнăва аркатманни пуçăннă ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме май парĕ çеç.
Вăкăр. 2011 тата 2012 çулсем – Вăкăрсемшĕн уйрăмах ăнăçлă. Çăлтăрсем сире пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма, килĕшнĕ ĕçе вырнаçма, пултарулăхăра аталантарма пулăшĕç.
Çулталăкăн пĕрремĕш çурри тата вĕçĕ – вăй-хал пухмалли тапхăрсем. Кирлĕ çынсемпе калаçма пĕлни, вăхăтпа перекетлĕн усă курни тĕллевĕр патне çывхарма пулăшĕç. Çу уйăхĕ – çулталăкри чи яваплă вăхăт. Çăлтăрсем унччен имиджа тĕпрен улăштарма сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен каярахпа кунпа тăрăшма май пулмĕ: çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçе кÿлĕнмелле, çивĕч ыйтусене татса памалла...
Çĕртме уйăхĕнче мăшăрланман Вăкăрсен Турă çырнипе тĕл пулас шанăç пур. Уявсенче, ĕçрен киле таврăннă чухне тимлĕ пулăр – тен, пĕрле ĕмĕрлемелли çын юнашарах.
Авăнăн 29-мĕшĕ пирки ан манăр, çак кун пуçăннă ĕç çулталăкри кăна мар, пĕтĕм пурнăçăртине çаврăнма пултарĕ. Унччен кăсăклă шухăшăрсене кун кĕнекинче çырса хурăр.
Йĕкĕреш. Лав çинчен ÿксе юлас мар тесен кăрлач пуçламăшĕнчех çивĕч ыйтусене татса пама тивĕ. Нарăсăн иккĕмĕш çурринче вара пулни-иртнине тишкермешкĕн, çĕнĕ ĕçе куçмашкăн мехел çитерĕр. Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса пурнăç вĕресе тăрĕ – вăй-хал тапса тăни вун-вун ĕçе пĕр харăс пурнăçлама пулăшĕ. Çу уйăхĕнченех çапла пулĕ. Унсăр пуçне çак тапхăр çемье çавăрмашкăн, юридици килĕшĕвĕсем тумашкăн лайăх вăхăт. Çу тата çĕртме уйăхĕсем вара канушăн аван. Тен, отпуска каятăр.
Утă, çĕртме уйăхĕсене çул çинчех ирттеретĕр тейĕн – килте миçе каç çывăрăр-ши; Аякри тăванăрсем патне çитсе килмелле, ют хулана командировкăна каймалла...
Кĕркунне туслăха çирĕплетмеллех, унсăрăн юлташăрсем йывăр вăхăтра алă памасан та пултарĕç. Ĕçре йăнăшсем туни ăсталăх шайне ÿстерĕ çеç, çавăнпа пăшăрханма кирлĕ мар.
Рак. Шурă кролик çулталăкĕнчи тĕп сăмахсем – кил тата ĕç. Енчен те эсир пурнăçăра тĕпрен улăштарма хатĕр пулсан мăшăрпа, ачăрсемпе харкашассинчен пăрăнаймăр, анчах çăлтăрсем килĕшÿсĕр çак утăма тăвиччен тĕплĕн шухăшлама хистеççĕ. Ахăртнех, сирĕн çемьери хутшăнусене çĕнетмелле мар, урăх ĕç тупмалла. Хăйсене алăра тытма пĕлекеннисем кил-çурта хăтлăх кĕртме тăрăшĕç, юсав ĕçĕсем тăвĕç.
Пурнăç таппипе тан утас тесен сирĕн çак çулта мĕн пур ĕçе васкавлă пурнăçламалла, умри ыйтусене тăхтаса тăмасăр уçăмлатмалла.
Çуркунне ĕçре улшăнусем кĕтеççĕ. Ун чухне йăнăшас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çавăнтан пăрăнса иртеетĕр тĕк сире яваплăрах должноç шанса парĕç, шалу виçи те ÿсĕ. Çук тăк – хăвăра çеç айăплăр.
Çурла уйăхĕнче самаях тăкакланмалла пулĕ, расхутланни усса кайтăр тесен кил-тĕрĕшре пысăк ĕçсем тума палăртăр.
Çулталăк вĕçĕнче хавхаланса вăй хуни пысăкран та пысăк çитĕнÿсем тума май парĕ. Чи кирли – пултарулăха аталантарма, тавра курăма пуянлатма ÿркенмелле мар.
Арăслан. Пуçăрта çĕр-çĕр шухăш явăнать, пултарулăхăр тапса тăрать... Çавăнпа пурнăçăрти тĕп тĕллевĕр патне талпăнăр. Çакна тума нумай вăхăт кирлĕ мар – эсир ĕçĕн 98 процентне пурнăçланă. Унсăр пуçне Арăслансем пĕлÿ шайне ÿстересси пирки шухăшлĕç – ахăртнех, ĕçре ыйтаççĕ. Пĕр-пĕр курса çырăнни тавра курăма пуянлатма çеç пулăшмĕ, ырă кăмăллă çынсемпе паллашма та май парĕ. Вĕсенчен пĕри ăсталăхăра, ăнтăлăвăра пысăк хак парĕ, иртен пуçласа каçченех мухтама кирлĕ сăмахсем тупĕ.
Кăсăклă тепĕр самант! Çулталăк çул çÿревсемпе чылайлăха асра юлма тивĕç. Мĕншĕн тетĕр-и; Отпуск вăхăтĕнче ют хулана вĕçтеретĕр, командировкăсене тăтăшах çÿретĕр... Сăмах май, унта та пурнăçăра пархатарлă сĕм кĕртме пултаракан хĕрсемпе (каччăсемпе) тĕл пулатăр.
Пуш уйăхĕнче кулленхи ĕçпе çырлахни пысăк тупăш кÿменнине туятăр та укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе хаçатри пĕлтерÿсене тишкеретĕр, юлташăрсен сĕнĕвĕсене шута илетĕр. Ан пăшăрханăр: пĕр харăсах темиçе ĕçпе аппаланни финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшĕ. Çу уйăхĕнче вара тĕп ĕç вырăнне те улăштарма пултаратăр – хавхалану, тупăш кÿмен ĕçе ирсерен кайма кирлех-ши;
Çуралнă кунра кăмăллă хыпарсем илтетĕр. Ахăртнех, ĕçре пысăк çитĕнÿ тума, савни тупма (сăмах мăшăрланманнисем пирки пырать) май килĕ.
Çулталăк вĕçĕнче каялла çаврăнса пăхсан пăшăрханма тивмĕ – 2011 çулта капашсăр пысăк ÿсĕмсем тăватăр. Анчах çăлтăрсен пĕр асăрхаттару пур: кÿрентернĕ çынсенчен каçару ыйтмалла.
Хĕр. Хăвăрах туятăр пулĕ – хăвăра туллин кăтартма тăрăшатăр: çемьере те, ĕçре те. Авăнăн 19-23-мĕшĕнче çуралнисем çулталăк пуçламăшĕнчех пысăк ĕмĕтсемпе çунатланчĕç. Çапах çăлтăрсем кирек ăçта та хăвăра алăра тытма сĕнеççĕ – çавăн чухне çеç палăрма май пулĕ.
Кăрлачăн иккĕмĕш çурринче кăткăс ыйтăва татса пама тивĕ – тĕрĕс йышăну туни пултарулăх шайне кăтартĕ. Унсăр пуçне пурнăç сукмакĕпе малашне те йăнăшмасăр утма çул уçĕ.
Нарăс-пуш уйăхĕсенче çанă тавăрсах вăй хуратăр. Тĕлĕнмелле те, çывăх çыннăрсен, тусăрсен пулăшăвĕсĕрех пуçăннă проектсене вăхăтра вĕçлетĕр. Çемьери лару-тăру, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ кăмăлăра витĕм кÿрĕ. Килте лăпкăлăх хуçалантăр, кĕсье "ан шăттăр" тесен хăвăрăнах тар тăкмалла – çынна шанса ларнин усси çук.
Çу пуçламăшĕнче пĕр-икĕ кунлăха та пулин юратнă çыннăрпа килтен аякка канма кайăр, çакă каярахпа çĕкленÿллĕ кăмăлпа вăй хума май парĕ. Енчен те ниçта та тухаймастăр пулсан пĕр-пĕр курса çырăнăр е клуба çÿрĕр.
Çĕртме уйăхĕнче сирĕн шухăшăрпа килĕшменнисем пуррине пĕлетĕр, вĕсем ятлаçĕç, хурлĕç. Çын сăмахне ытлашши çывăха ан илĕр, унсăрăн чирлеме пултаратăр. Кĕске те витĕмлĕ хуравсем тупни сирĕн ăс шайне, кăмăл-сипет пуянлăхне кăтартĕ çеç.
Кĕркуннен юлашки уйăхĕнче çĕнĕ киленĕç тупăнĕ, анчах хĕле кĕрсенех çулталăкра туманнине пурнăçлама тапаçланатăр. Май килĕ-ши; Йăлтах хăвăртан килет.
Тараса. Çулталăк пуçламăшĕнчех кĕтменлĕхсем тĕлĕнтерĕç, шăпах вĕсем çулталăка палăртма хĕтĕртĕç. Пĕр ĕçе кÿлĕнетĕр, анчах сиксе тухнă лару-тăру планăрсене улăштарĕ. Çакă ахальтен мар – сирĕн пурнăçăра çĕнĕлĕх кĕртмелле.
Шурă кролик çулĕнче çынсемпе хутшăнмалла пулĕ. Куншăн ан кулянăр. Тарават кăмăллисемпе паллашни тахçанхи ĕмĕтĕрсем патне çывхарма пулăшĕ, унсăр пуçне уявра пĕр хĕрпе (каччăпа) калаçни кулленхи кичем кунсене çĕкленÿлĕх кĕртĕ.
Нарăс уйăхĕнче имиджа улăштарни, пултарулăхăра аталантарма талпăнни çулталăк тăршшĕпех ăнăçу кÿрĕ, апла телей кайăкне алăран ан вĕçертĕр.
Çу уйăхĕнче мĕн пур ыйту тавра савнийĕрпе (мăшăрăрпа) канашлăр – çăлтăрсем çапла асăрхаттараççĕ. Çывăх çыннăрсен сĕнĕвĕсем карьера картлашкипе хăпарма çеç пулăшмĕç, кăмăлăра та çĕклĕç.
Хăйсен бизнесне йĕркелеме палăртнисен юпа уйăхĕнче документсем пухсан аван, самаях тăкакланма тивсен те ан хумханăр: раштаврах пĕчĕк тупăш илетĕр. Çулталăкăн юлашки кунĕсенче кирлĕ хыпарсем илтетĕр – хатĕрленĕр.
Скорпион. Тĕнчере хуçаланнă экономика кризисĕ сире пачах урăхла пурăнма вĕрентрĕ. Юлашки икĕ çулта пухнă ăсталăх çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пулăшĕ. Çĕнĕ ĕçе пуçăнма палăртнă-и; Ĕмĕтĕре тăхтаса тăмасăрах пурнăçа кĕртĕр. Алă усса ларманнисем, ыйтăва вăхăтра татса пама пултараканнисем бизнес пуçарса уйăхранах тупăшлă пулĕç.
Пурнăçа тĕпрен улăштарма шут тытнă Скорпионсене çăлтăрсем нарăс уйăхĕнче чÿречерен çеç пăхса ларма юраманнине систереççĕ. Пĕрисем урăх вырăна пурăнма куçĕç, теприсем юсав ĕçĕсемпе аппаланĕç, виççĕмĕшĕсем çĕр туянса çурт хăпартасси пирки шухăшлĕç, тăваттăмĕшĕсем, шел те, мăшăрĕнчен (савнийĕнчен) уйрăлĕç.
Çулла, иртнĕ икĕ çулпа танлаштарсан, лăпкă иртĕ. Унччен канма каймашкăн палăртнине пăрахăçлама тивнĕ пулсан ку хутĕнче çула тухатăрах.
Ĕçтешĕрсем ăнланманни йывăрлăхсем кăларса тăратĕ. Çитменнине, сывлăхăр хавшĕ. Кăткăс лару-тăруран хăвăртрах тухас тесен чун ыйтнине шута илĕр.
Ухăçă. Çулталăк пуçламăшĕнче унчченхи ĕçсемпе тăрмашатăр, çĕннисем пирки шухăшлатăр. Тупăш кÿме шантаракан проекта укçа хывас тени, пушă вăхăт çукки çывăх çыннăрсене вĕчĕрхентерĕ. Хирĕçес-тăвас пулсан хăвăр шухăшăра фактсемпе çирĕплетме ан манăр. Сирĕн çирĕплĕхĕр мăшăрăрăн (савнийĕрĕн) кăмăлне улăштарĕ.
Ака – çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уйăх. Пысăк ĕçсене çавăн чухне пурнăçа кĕртĕр, çывăх çыннăрсемпе те хутшăнăва лайăхлатма тăрăшăр – эсир пĕр çемье-çке.
Çулла ĕç çинчен вăхăтлăха манма пултаратăр. Кил-çуртпа çыхăннă вак-тĕвек ыйтăва, отпуска пула ун пирки аса илмĕр. Çурла уйăхĕнче шкул çулĕсенчи юратăвăра тĕл пулатăр, унпа чун уçса калаçни кĕркунне пуçламăшĕнче çанă тавăрса ĕçлеме вăй-хал парĕ. Анчах юпа уйăхне кĕрсенех романтика пирки манма тивĕ – ĕçри çивĕч ыйтусем, палăртнине пурнăçлайманни ĕнсене хыçтарĕç.
Ту качаки. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисене ку çулта кил-çурта, çемьепе çыхăннă улшăнусем кĕтеççĕ. Хăшĕ-пĕри, ахăртнех, урăх яла е хулана пурăнма куçĕ, юсав ĕçĕсем ирттерĕ, теприсен йыш хушăнĕ те ĕç нумайланĕ. Çывăх çыннăрсем сире ăнланаççĕ, пулăшса пыраççĕ тĕк пысăк ÿсĕмсем тăватăрах, çавăнпа вĕсемпе кирлĕ-кирлĕ маршăн ан харкашăр, хăвăр та сĕнÿ-канашпа та пулин хавхалантарма май тупăр. Çулталăка савăнăçлă кăмăлпа пуçласан вăл ăнăçлă пулĕ.
Пуш уйăхĕнче сире тĕрлĕ мероприятие йыхравлĕç – турткалашса ан тăрăр, пуху-канашлăва çÿрени тавра курăмăра анлăлатĕ, каярахпа сиксе тухакан ыйтусене çăмăллăн татса пама пулăшĕ.
Çу – çав тери ăнăçлă уйăх. Сирĕн вăй-халăр тапса тăрĕ, мăшăрланманнисене çакă Турă çырнине тупма, çемье çавăрнисене арăмĕпе (упăшкипе) хутшăнăва лайăхлатма май парĕ. Шел те, çурла уйăхĕнче самаях тăкакланмалла пулĕ. Çапах çăлтăрсем ал усма сĕнмеççĕ – расхутланни малашлăха тăрă куçпа тинкерме, палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшĕ.
Кĕркунне вĕренесси пирки шухăшлатăр, çитĕнÿсем тăвас тени, ĕçре пысăкрах должноç йышăнма палăртни аслă шкул сукмакне такăрлаттарĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çулталăк вĕçне ан хăварăр.
Шыв тăкан. Çĕнĕ çул каçĕнчех пурнăçăр ырă еннелле улшăннине туятăр, уяв асамлăхĕ вун-вун ĕмĕтпе çунатлантарĕ. Ыттисем тарăн шухăша путнă вăхăтра эсир çанă тавăрса ĕçлетĕр, аталанатăр. Çуркуннечченех çак юхăмра пулатăр. Ăсталăхăра туптатăр, пултарулăхăрпа ыттисене тĕлĕнтеретĕр – шăпах çаксем сире ят-сум çĕнсе илме пулăшĕç.
Çăлтăрсем асăрхаттарнине ĕненес тĕк, нарăс вĕçĕнче пысăк йăнăш тума пултаратăр. Унран пăрăнса иртме мехел тупатăрах, унсăрăн йывăрлăхсем татах сиксе тухĕç. Ака вĕçĕнче тата çу пуçламăшĕнче вĕренÿ курсне çÿрени, çула тухма тивни пурнăçăра тепĕр çĕнĕлĕх кĕртĕ. Ахăртнех, çĕнĕ туссем тупатăр, вĕсемех сире хăйсем майлă çавăрĕç.
Кĕркунне пĕчĕк пĕтĕмлетÿ тумалла пулĕ, çав самантчен мĕн пурнăçланине тишкерсе план хатĕрлĕр. Вак-тĕвеке шута илни, вăй-халăра шанни палăртнине пурнăçа кĕртме çул уçĕç. Раштав уйăхĕнче кăткăс тапхăра хыçа хăварнине туятăр, апла малашне кăмăлăра хуçакан сăлтавсем пулмĕç.
Пулăсем. Кролик çулталăкĕн пуçламăшĕ кăсăклă пулăмсемпе чăннипех те пуян. Алă усса ан ларăр. Мĕн пур сĕнÿ-канаша шута илĕр, сывлăхăра çирĕплетĕр, кăмăлăра çĕклеме пĕр-пĕр кружока çырăнăр. 2011 çулăн пĕрремĕш çурринче ĕçтешĕрсемпе, тăванăрсемпе ытларах хутшăнма меллĕ, иккĕмĕш çурринче вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлемелле пулĕ. Куншăн пăшăрханма кирлĕ мар – алăра пысăк укçа кĕрĕ. Шăпах çавăнпа унчченхи ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртеетĕр.
Çăлтăрсем систернине шута илес тĕк, сирĕн пĕлÿ пухма та мехел тупмалла. Пĕр-пĕр курса çÿресе ăсталăхăра туптанине пуçлăхăр та асăрхĕ, пысăкрах должноç шанса парассине е унсăрах шалăва ÿстерессине пĕлтерĕ – телей кайăкне алăран ан вĕçертĕрех.
Çулталăк вĕçĕнче уйрăмах тимлĕ пулăр – сире шăнман пăр çине лартса хăварма хăтланĕç, улталансан та ытлашши ан пăшăрханăр – 2012 çул ырă пулăмсем татах илсе килĕ.