АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хакла ларнă мăкăнь

14 января 2011 г.

Канашра пурăнакан Игнатьев (хушаматне улăштарнă) кĕрхи кун пушă ларакан çурт картишне кĕнĕ. Пахчара мăкăнь ÿснине асăрханă. Хĕпĕртесе ÿкнĕскер ÿсен-тăрана кăкласа полиэтилен пакета тултарнă та килне лăпăстатнă. Мăкăнь тунисенчен вăл наркотик хатĕрлеме ĕмĕтленнĕ. Пĕр вăхăт килĕнче тытнă хыççăн шанчăклă вырăна пытарас шухăшпа çуртăн пĕрремĕш подъездне тухса утнă. Унта вара ăна пакунлисем кĕтсе тăнă. Хатĕрленĕ мăкăнь тунисем 36 грамм тайнă.

Судра Игнатьев хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Ĕçре вăл лайăххисен шутĕнче тăнă, унччен саккуна хирĕçле нимĕнле ĕç те туман. Çаксене шута илсе ăна тĕрмене хупмалла туман, 8500 тенкĕ штраф панă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика