14 января 2011 г.
Гражданла ĕç пăхса тухнă. 2008 çулхи авăн уйăхĕнче Николаев стройкăра ĕçлекен Павловпа (иккĕшĕн хушаматне те улăштарнă) паллашнă. Çĕнĕ юлташ Николаева хăй пурăнакан çуртра пропискăна тăратма ыйтнă. Çакна вăл перекет банкĕнчен кредит илме кирлĕ тесе ăнлантарнă.
Павлов урăх облаçрен регистрацирен тухса ку тăрăха килнĕ. Вăл Николаев патĕнче пурăнман, унта пурăнма та шутламан. Стройкăрах вырткаласа тăнă. Николаевпа унăн çурчĕпе усă курасси çинчен нимĕнле килĕшÿ те туман, калаçса та татăлман. Тем вăхăтран Павлов ялтан саççим тухса кайнă, паянхи кунччен те регистрацине хураттарман. Çакă вара кил хуçине хăйĕн пурлăхĕн прависемпе туллин усă курассинче чăрмав кÿнĕ. Сăмахран, ытти çынсене пурăнма хваттере яма.
Суд Николаевăн тавăçне тивĕçтернĕ. Мĕншĕн тесен Павлов унта пурăнман, кил хуçипе нимĕнле килĕшÿ те туман.