14 января 2011 г.
Канашри акционерсен хупă пĕрлĕхсенчен пĕрин ĕçĕ ăнса пынă темелле. Аптекăри тавар лайăх сутăннă. Эппин, кассăна кунсерен укçа кĕрсе тăнă. "Укçа çук, тăкаксене саплаштарма та çитмест", – ĕнентерме тăрăшнă аптека хуçи.
Кунта ĕçлекенсем вара икĕ уйăх ĕç укçи илмен. Вĕсем пĕрлĕх шучĕ çине пуçтарăннă укçа миллионран та иртсе кайнине пĕлме те пултарайман. Шалу парас вырăнне хуçа укçапа пачах урăх тĕллевпе усă курнă. Çакăншăн унăн явап тытма тивнĕ: ăна саккуна пăснăшăн 30 пин тенкĕ штраф панă.