14 января 2011 г.
Герасимов (хушаматне улăштарнă) килне кайма такси тытнă. Хыçалти ларкăч çине вырнаçнă вăл. Çакскер малти ларкăч чехолĕн хыçалти кĕсйинче 5 пин тенкĕ тăракан портативлă DVD-проигрыватель выртнине асăрханă. Çав самантрах ун пуçĕнче чăрсăр шухăш амаланнă.
Таксист машинине пĕр çурт тĕлĕнче чарнă та, йăпăрт туса илмелли ĕç пурри çинчен пĕлтернĕ. Вăл каялла çаврăнса çитнĕ çĕре проигрыватель Герасимовăн футболки ăшне кĕрсе выртнă.
Вăрра суд тунă, ăна 240 сехет ĕçлеттерсе ăс кĕртме йышăннă.