АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕле тăрах туртаççĕ

14 января 2011 г.

Нарколог врачсем пирус туртнине тахçанах чирсен шутне кĕртнĕ. Тĕнчери статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пирус туртакансен 90 проценчĕ хăйсен пурнăçĕнче пĕрре те пулин пирус туртма пăрахма хăтланса пăхнă. Анчах та çак сиенлĕ йăларан пурте хăтăлаймаççĕ. Çын хăй пĕччен чухне туртать, пĕр-ик сехет пирус туртмасăр тăраймасть пулсан ăна çак амакран хăтарма йывăр. Ăна пирус туртма пăрахтарас тени кăлăхах: вăл пурĕ пĕрех туртать.

Пирусăн тепĕр сиенĕ – вăл ачасен организмне лекни. Ачасемпе çамрăксем пирус туртакан çынпа юнашар ларнă чухне тĕтĕме сывласа илеççĕ. Çакă вĕсене хăçан та пулин пируспа туслаштарма пултарать. Пирус туртакансен çемйинче сывă ача çитĕнтерме май çук.

Тĕлĕнмелле, анчах факт: пирус сывлăха пысăк сиен кÿнине пĕлсе тăрсах унран хăтăлас текенсем питĕ сайра, е çын хăйĕн сывлăхĕ çинчен пачах шутламасть, е вăл çак сиенлĕ йăлана нихăçан та пăрахас çук тесе алă сулнă. Çавăнпа та, айтăр-ха, пĕр кун та пулин пирус туртмасăр ирттерсе сывă пурнăç уссине ăнланса илер.

Т.НИКОЛАЕВА, методика пайĕн медсестри.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика