14 января 2011 г.
Арçынсемпе пухăнса ларсан час-часах тĕрлĕ калаçу пуçаратпăр. Хăш-пĕр тема тавлаштарать те. Сăмахран, Курил утравĕсемпе тата Сахалинпа çыхăннă сăмах-юмахăн вĕçне-хĕрне ниепле те тупаймастпăр. Эпĕ çак утравсем вырăс-яппун вăрçи хыççăн пирĕн çĕршыва куçнă тесе шухăшлатăп. Хăшĕ-пĕри мана хирĕçлет. Капла чăнлăха тупма çук. Çак ыйтăва уçăмлатсамăр.
Н.ЛАВРЕНТЬЕВ.
Курил утравĕсене пайлассипе çыхăннă пăтăрмах 350 çула яхăн тăсăлать. Яппунсем тăватă утрава хăйсен "çурçĕр территорийĕ" тесе палăртаççĕ, вĕсене никампа та, уйрăмах Раççейпе, пайласшăн мар.
Курил утравĕсем пĕ-тĕмпе 56. Вĕсем 10,5 пин тăваткал çухрăм чухлĕ лаптăка йышăнаççĕ, Японирен пуçласа Камчатка таран 1200 çухрăма яхăн тăсăлаççĕ. 19000 çын пурăнать. Курилпа 17-мĕш ĕмĕрĕн варринче усă курма пуçланă. Раççейре утравсем пирки 1646 çулта асăнни тĕл пулать, Японире – 1635 çулта. Пĕр ĕмĕр çурăна яхăн вырăссемпе яппунсем утрав çинчи халăха пусмăрласа пурăннă. 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче икĕ çĕршыв та Курила хăйсен тытăмне кĕртнĕ. Раççей кунсăр пуçне яппунсен Хоккайдо утравне те хăйĕн туса хунă. Çакăн хыççăн тĕрлĕ тавлашу пуçланнă. 1875 çулта официаллă документ "çуралнă": Раççей Японие Курил утравĕсене пĕтĕмпех парать, лешсем çавăншăн Кăнтăр Сахалина вырăссенчех хăвараççĕ. Икĕ ен те çакăнпа килĕшнĕ. 30 çултан вырăс-яппун вăрçи пуçланнă. Раççей ку вăрçăра выляса янă, çавна май Курил утравĕсем яппунсене куçнă, Кăнтăр Сахалин та каялла таврăннă. Американсем пирĕннисене Японие хирĕç тухма чĕнсен Сталин Ялта конференцийĕнче тÿрех асăрхаттарса хунă: Курилпа Сахалина каялла тавăрсан çеç вăрçă пуçлама хатĕр. Американсем килĕшнĕ. Çапла вара СССР Аслă Канашĕн 1946 çулхи хушăвĕпе Кăнтăр Сахалинпа Курил утравĕсене РСФСР тытăмне кĕртнĕ.
Япони Сахалиншăн тата 1905 çулта Раççейрен туртса илнĕ утравсемшĕн тек çапăçмассине пĕлтерсе 1951 çулта Сан-Францискăра мирлĕ договора алă пуснă. Анчах яппунсем Итуруп, Кунашир, Шикотан, Хабомаи утравĕсене (пĕтĕмĕшле лаптăк 5100 тăваткал çухрăм – Курилăн çур пайĕ!) çаплах хăйсен тесе шухăшлаççĕ, мĕншĕн тесен 1905 çулхи килĕшÿпе утравсем вĕсем патне куçман, яланах Японин пулнă. Кунсăр пуçне çав лаптăксем Курил тăсăмне те кĕмеççĕ. Тата СССР Сан-Франциско договорне çирĕплетмен. Çакăн евĕр юридици кăлтăкĕ чылай, яппунсем çакăнпа усă курма тăрăшаççĕ. Апла-и, капла-и, анчах тăватă утравра та вырăсла калаçакан халăх пурăнать, чикĕсене Раççей пограничникĕсем сыхлаççĕ. 1990 çулта Курилта Б.Ельцин пулнă. 2010 çулхи чÿк уйăхĕнче Д.Медведев, Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕсенчен пĕрремĕш, Кунаширта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Раççейпе Япони хушшинче ку таранччен те мир договорĕ çук. Вăрçă чарăннăранпа – утмăл çул ытла, СССР арканнăранпа çирĕм çула яхăн иртнĕ – Японипе çав-çавах калаçса татăлма май килмест. Вăрçа чарасси тата СССРпа Япони хушшинче дипломати хутшăнăвĕсем йĕркелесси çинчен калакан Мускав декларацине 1956 çултах алă пуснă. Унта çапла палăртса хăварнă: килĕшĕве çирĕплетсенех Хабомаи тата Шикотан утравĕсем Японие куçаççĕ, Кунаширпа Итуруп Раççейре юлаççĕ. Яппунсем вара çакăнпа килĕшесшĕн мар.