АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл мучи тусĕсене пуçтарчĕ

14 января 2011 г.

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн районта Хĕл Мучисемпе Юр пикесен, уява вырăнти культура учрежденийĕсенче ирттермелли программăсен конкурсĕ иртрĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – çак пысăк уявăн йăли-йĕркине упраса хăварасси тата ăна пуянлатса пырасси. Хĕл Мучисемпе Юр пикесем, Тухатмăш карчăксемпе Ырă асамçăсем, 2011 çулăн хуçи – Кроликсем йышлăн килнĕ районти культура çуртне.

Конкурса районти культура çурчĕн артисчĕсем уçрĕç. Интереслĕ программа хатĕрленĕ. Уява пынă ача-пăчана, çав вăхăтрах çитĕннисене те хаваслантарма пултарать вĕсен сценарийĕ. Уйрăмах ачасене. Мĕншĕн тесен вĕсен юмахсенчи сăнарсем те, кишĕр сăмсаллă Юр кĕлетке те пур. Тумĕсем питĕ илемлĕ. Конкурсăн жюрийĕ уяв костюмĕсене çĕнетессипе вырăнта мĕнле ĕçленине те хаклама тивĕç ман шутпа. Пĕр вăхăтра тумсем кивелсе çитнипе клубсенче Юр пике рольне калăплакан хĕрсем шурă туй кĕпине тăхăнатчĕç, халĕ апла мар, нумайăшĕ ятарласа уяв тумĕ çĕлетнĕ. Кăмăллă.

Конкурс çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. "Чи лайăх Хĕл Мучи" ята районти культура çурчĕн хормейстерĕ Владимир Стеклов тивĕçрĕ. "Юр пике-2011" – Уçырмари Анастасия Маркова. "Музыкăра пултаруллă Хĕл Мучи" тата "Музыкăри пултаруллă Юр пике" номинацисен çĕнтерÿçисем – Уçырмари культура çурчĕпе Кăшнаруй ял тăрăхĕ. Хĕл Мучин тата Юр пикен чи лайăх тумĕсем Карăклăри тата Сителти культура çурчĕсен. Куракансен кăмăлне килнĕ программа Вырăскас Пикших культура çурчĕн.

Конкурса хутшăннă коллективсене пурне те парне парса хавхалантарнă.

Ирина АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика