14 января 2011 г.
Январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 289 çул çитрĕ. Канаш хулипе район территорийĕсенче саккунлăхпа йĕркелĕхе çирĕплетес тĕллевпе вырăнти прокуратура нумай ĕçлет.
Правăна хÿтĕлекен органсем тĕллевлĕ ĕçленипе йывăр тата уйрăмах йывăр, урамра тата ÿсĕрле тунă преступленисене самаях чакарма май килчĕ. 2010 çулта эпир ĕçпе тивĕçтерекенсен умне ĕç укçине вăхăтра тÿлеменшĕн 1500 тавăç тăратрăмăр, çак ыйтупа çыхăннă йĕрке-сĕрлĕхшĕн 30 субъект хуçине штраф тÿлеттертĕмĕр. Прокуратура пурăнмалли çуртсене ăшă парса тăрассинче саккуна пăснă 36 тĕслĕх тупса палăртрĕ, çакăншăн ертÿçĕсем тĕ-лĕшпе 21 представлени тăратнă, 7 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Кунсăр пуçне граждансем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн укçа-тенкĕ тÿлевĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе, тăван тавралăха упрассипе, налук тÿлевĕсемпе çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланине асăрхаса тăтăмăр. Ытти енĕпе те çитĕнÿсем япăх мар пирĕн. Прокуратура граждансен пĕр ыйтăвне те тимлĕхсĕр хăвармарĕ.
Çакăн пек паллă кун сотрудниксене пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав туса вĕсене пирĕн Ю.Боровков тата В.Трифонов ветерансем пек пулма ăнтăлма сĕнес килет. Юрий Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ, Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Виталий Петрович прокуратура органĕсенче 30 çул ытла ĕçленĕ, Раççей Генеральнăй прокурорĕн, Чăваш Республикин прокурорĕн наградисене, "Раççей Федерацийĕн прокуратурин Хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.
Канаш хулипе район прокуратурин, Чăваш транспорт прокуратурин, вырăнти следстви пайĕн сотрудникĕсене, прокуратура ветеранĕсене РФ прокуратура ĕçченĕсен кунĕпе тата Раççей прокуратури 289 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чунтан ăшшăн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.
Я.СЕРГЕЕВ, Канаш хулипе районĕн прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.