14 января 2011 г.
![Санăн çыннусем, район Санăн çыннусем, район](../Home/588//2011/3-4/dsc03572.jpg)
Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕç пулнисем хушшинче "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Н.Яковлев та пур. Николай Иванович "хурçă ут" çинче 28 çул ытла. Çак çулсенче вăл тонни-тоннипе тĕрлĕ груз турттарнă, гектар-гектарĕпе çĕр сухаланă, сÿреленĕ, кăпкалатнă, тырă акнă.
Ĕçне кура хисепĕ – Николай Ивановича ватти-вĕтти хисеплет.
В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.