14 января 2011 г.
Юн кун республикăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Леонид Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Александров тата Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Николай Ванеркин Канашри чăх-чĕп ĕрчетекен фабрикăн çĕнĕ ертÿçипе Константин Гербергпа тĕл пулчĕç, вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче савăнăçлă лару-тăрура предприятие нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Илья Кузьмич Суранова Чăваш Республикин агропромышленность комплексне аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
И.Суранов Канашри чăх-чĕп фабрикинче 1976 çултанпа ĕçленĕ, 1981 çултанпа – директор пулса. Илья Кузьмич ертсе пынă вăхăтра предприяти малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртсе, пурлăхпа техника базине пуянлатса пынă, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса çуллен малти вырăнсене йышăннă, патшалăхăн ылтăн, кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ. И.Суранова Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, "Хисеп палли" орденпа, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" сумлă ятпа чысланă. Тивĕçлĕ канура пулин те предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать, çамрăксене ырă канашпа пулăшать. Ара, вăл пĕтĕм пурнăçне кунта ирттернĕ тесен те тĕрĕсех.
Илья Кузьмича эпир те ăшшăн саламлатпăр, сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Ирина АНДРЕЕВА.