АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкаксен пайне саплаштарма

14 января 2011 г.

Район администрацийĕнче служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ. Пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламларĕ, уяв кунĕсем инкексĕр иртни çинчен пĕлтерчĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пулчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика секторĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан О.Осипова тухса калаçрĕ. Ольга Евгеньевна куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен тĕрĕслевне пĕтĕмлетрĕ. Тĕрĕслевре çăкăр, аш-какай, пулă, çу, çăмарта, сахăр, кĕрпе, макарон изделийĕсем пулнă. Тĕпрен илсен, вĕсем пурте хакланнă – 1 процентран пуçласа 28 процент таран. Уйрăмах хура тул, хăш-пĕр ял лавккинче пĕр килограмшăн енчĕкрен 100 тенкĕллĕхине кăларма тивет. Сахăр песукĕн килограмĕ 45 тенке çитсе ларнă. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсен хаксем пирки экономика секторне кашни эрнере пĕлтерсе тăмалла. Вĕсенчен чылайăшĕ çакна шăнкăравласа аса илтермесĕр тăвасшăнах мар. Куллен кирлĕ продуктсен хакĕсем çинчен ял тăрăхĕсенчен пĕлтернине кашни кĕçнерни кунпа эрне кун йышăнаççĕ.

Тăватă çул каялла депутатсен Пухăвĕнче районти çамрăксен 2010 çулчченхи тĕллевлĕ Программине йышăннăччĕ. Пĕлтĕр ăна пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени, çав программăна пурнăçлас енĕпе мероприятисем ирттерме уйăрнă укçа-тенкĕпе епле усă курни çинчен вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова каласа пачĕ. Ачча, Ăвăспÿрт Кипеч, Уçырма, Энтрияль, Шăхасан ял тăрăхĕсен çумĕсенчи çамрăксен канашĕсене çамрăксен политикин сферине активлă хутшăннăшăн, иртнĕ çулталăкăн пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе, район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕç. Пайкилт, Ăвăспÿрт Кипеч, Çĕнĕ Чалкасси, Сиккасси тата Шаккăл ял тăрăхĕсенче çамрăксемпе ĕçлесси самаях хавшанă. Вĕсен представителĕсем çак енĕпе çĕнĕ çулта çĕнĕ вăйпа ĕçлеме шантарчĕç.

Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакансене, ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлекенсене тип шар кăтартрĕ. Чăваш Республикин Правительстви субсиди илмешкĕн патшалăх енчен пулăшма тата тăкаксене саплаштарас тĕллевпе ĕнесем валли апат туянма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса пама хушма мерăсем йышăннă. Типĕ çу кунĕсем кÿнĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарас тĕллевпе Чăваш Ене 109,7 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен хуçалăх кĕнекисенче шутра тăракан ĕнесен хуçисене 1000-шер тенкĕ, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, предприятийĕсене, енчен те ĕнесен йышне кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕл-тĕрхи çулталăк пуçламăшĕнчи чухлех сыхласа хăварнă пулсан, кашни ĕне пуçне 1500 тенкĕ параççĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ячĕпе çырнă заявление тата хуçалăх кĕнекинчен çырса илнине ял тăрăхне тăратмалла. Хăйсемпе пĕрле налук тÿлесе тăраканăн идентификациленĕ номерне (ИНН) тата перекет банкĕнче шут уçнине пĕлтерекен кĕнекене илсе пымалла. Пухăннă хутсем тăрăх список хатĕрлесе ăна министерствăна çитереççĕ. Çак ĕçе вăраха ямасăр пурнăçламалла. Мĕнле хăвăрт тăватăр, çавăн чухлĕ лайăхрах.

Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе унăн пуçлăхĕ В.Михайлова паллаштарчĕ. Вăл хăш-пĕр кунсене, сăмахран, инвалидсен, Амăшĕн кунĕсене палăртма тĕв тунă мероприятисене ирттерме кансĕрри çинче чарăнса тăчĕ, çак енĕпе ял тăрăхĕсен активĕсен май килнĕ таран пулăшма, пĕрле пухăнса савăнма палăртнă вырăна илсе каяссине йĕркелеме ыйтрĕ. Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев районăн энергие перекетлемелли тата унăн эффективлăхне ÿстермелли муниципаллă программине пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра тĕпрен илсен электроэнергипе, шывпа тата ăшăпа мĕн чухлĕ усă курнине шутлакан приборсем вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ.

Ларура культурăпа социаллă сфера, суту-илÿ объекчĕсен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсен умĕсемпе территорийĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе илемлетес енĕпе йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн йышăнăвне пĕлтерчĕç. Конкурса 24 материал тăратнă. Чи илемли – Ухман вăтам шкулĕ. Иккĕмĕш вырăнта – райпон Атнашри магазинĕ, виççĕмĕшĕнче – Энтрияль вăтам шкулĕ тата Çеçпĕлти культура çурчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа капăрлатас енĕпе Шелттем ял тăрăхĕн административлă çурчĕ тата Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕ çĕнтернĕ. Шăхасанти "Çĕнтерÿçĕсен лапамĕ" территори иккĕмĕш, Уçырмари культура çурчĕ виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Вăтапуç ялĕн тĕп урамĕ чи илемли тесе йышăннă.

Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ, палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ, асăрхаттарусене шута илме ыйтрĕ.

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика