01 января 2011 г.
Çĕнĕ çул умĕн тăвансемпе çывăх çынсене мĕн парнелес-ши тесе тăтăшах хăшкăлатпăр. Çавăнпа та хаçат вулакансене кĕске сĕнÿсемпе пулăшас терĕмĕр.
Уяв умĕн кăшт маларах кам мĕн çинчен ĕмĕтленнине вăрттăн тĕпчесе пĕлни ку ĕçе питех те çăмăллатать. Сутлăхра тĕрлĕрен тавар пуррине шута илнĕ май парнесем кашнин кăмăлнех кайма кирлĕ. Анчах та парне туянма пур пĕрех тăхтаса тăратăр пулсан çакна асра тытăр.
Парне парăм мар, апла пулин те каялла тавăрса панине "килĕштерет". Ку обществăра çирĕп йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та пĕчĕк ĕç укçи илекен е вăхăтлăх килте ĕçсĕр ларакан юлташăра хаклă япала туянса ан парăр, вăл çак шайри парнене хирĕç тавăрса парайманнипе хăйне сирĕн умăрта кăмăллах туймĕ.
Парне чылай чухне парнелекенĕн характерне те уçса парать. Кил-хуçалăхра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр парнелекен çын укçа тытма пĕлет, япали усă кÿтĕр тесе тăрăшать. Ăнсăртран, кĕтмен парнесене – юратакансем пĕр-пĕрне парнелеме тăрăшаççĕ, вĕсемшĕн хавас туйăм малти вырăнта. Юлашки самантра туяннă япала парне паракана çеç савăнтарать, вĕсемшĕн парни мар, тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Тухăç календарĕпе килĕшÿллĕн 2011 çул – Кролик çулталăкĕ (Кушак). Çак чĕр чун хăйне сăнлакан сувенирсене питĕ кăмăллать. Тĕслĕхрен: фарфортан ăсталанă тетте, уççи е кĕсье телефонĕ çумне çаклатмалли брелок тата ытти те. Çакăн йышши брелок çулталăк хушши талисман вырăнĕнче те пулма пултарать.
Ăшă тата хăтлăх туйăмĕ кÿме кролик хăлхиллĕ е кушак уссиллĕ килте çÿремелли çемçе тапочки парнелеме пулать.
Уявра чĕрĕ, пысăках мар кролик тата кушак çури парнелени те чаплă парне пулма пултарать. Анчах та чĕр чун-парнене париччен маларах çывăх çыннисемпе канашлăр, тен, вăл хуçине кайран чăрмав çеç кÿрĕ. Енчен те çакăн йышши парне тăватăрах пулсан, пуçне Хĕл мучин шлепкине тăхăнтарма манса ан кайăр, çакă "парнене" тата та пуянлатĕ.
Çемçе тата пысăк теттесем вара (мулкач тата кушак сăнлисем) кил хуçалăхра пĕр чăрмав та кÿмĕç, вĕсемшĕн кашниех хавас пулĕ.
М.АРТЕМЬЕВ хатĕрленĕ.