01 января 2011 г.
Çын ĕçĕпе илемлĕ теççĕ. Çапла, тата чун-чĕре хăвачĕпе. Епле паттăр çын вĕт-ха манăн анне! Атте çамрăклах çĕре кĕнĕрен пире, ултă ачине, пĕчченех пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Арçын ĕçĕ-и е хĕрарăмăн – пăхса тăман анне, пур ыйтăва та хăех татса панă. Утă çулнă, вутă çурнă, кил-çурта юсаса çĕнетме, сарай-вите тума кирлĕ хатĕр-хĕтĕре пĕтĕмпех хăй туяннă, тиесе пушатаканĕ те, çын тытса ĕçлеттерекенĕ те аннех пулнă.
Çĕрĕн-кунĕн ырми-канми тăрăшнă, пирĕншĕн, ултă ачишĕн, канăç мĕнне маннă. Эпир вăраниччен ир-ирех кăмака хутса апат пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕхе пăхса хăварнă. Пĕçернĕ апата хăй çисе те ĕлкĕреймен-тĕр: кашни ир 5 сехетре тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнчен Кипеч станцине çити 17 çул хушши 5-6 çухрăма ĕçе çÿренĕ. Каялла та çавăн чухлех утмалла пулнă-çке-ха, ăçтан вăйĕ тупăннă-ши унăн!
Манăн анне – Феоктиста Степановна Тямина. Вăл 1931 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Çемьере асли пулнăран 7-8 çултах колхозра ĕçлеме пуçланă, ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕрен нумай нуша тÿснĕ. Ĕç кĕнекинче вăл виçĕ вырăнта ĕçлени курăнать: Кипеч станцийĕнче путеец, Канашри чукун çул больницинче санитарка; Кемĕр облаçне куçса кайсан Михайловка ялĕнчи ĕне ферминче доярка. Çак ĕçренех пенсине тухнă. Унăн ĕç стажĕ 47 çул. Пур ĕçре те харсăр, маттур, хисепе тивĕçлĕ çын пулнă пирĕн анне.
Кăмăл çирĕплĕхĕпе халĕ те тĕлĕнтерет мана анне. 2009 çулта вăл пач курми пулчĕ. Катаракта чирне пула суккăрланса ларчĕ. Эпир курман чухне час-часах йĕрет те пулĕ. Хăйне хăй пăхать: аллисемпе хыпашласах радио ярать, магнитофона кассета лартса кĕвĕ-çемĕ итлет. Куçĕ курнă чух пушă вăхăтра яланах тĕрлетчĕ, çыхатчĕ, çĕлетчĕ. Халĕ те ĕçсĕр ларасшăн мар. Çине тăрсах çăм туянтарчĕ те – арлать. Ĕçре ватăлнăскерĕн аллисем ĕç ыйтаççĕ.
2005 çултанпа анне аслă хĕрĕ патĕнче Канашра пурăнать. Çĕнĕ çулта 80 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Çулĕсене кура мар çамрăк сăнлă пирĕн анне. Эпир, ултă ачипе вунă мăнукĕ, мăнукĕн виçĕ ачи, виçĕ йăмăкĕпе шăллĕн çемйисем, мĕнпур тăванĕ Феоктиста Степановнăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Эпĕ студент чухнех аннене халалласа "Пурнăç лайăх аннесем пулсан" сăвă çырнăччĕ. Юрий Шепилов кĕвĕленĕ, Тамара Гурьева шăрантаракан илемлĕ юрă вăл халĕ. Сăввăн авторне манпа пĕрлех вĕреннĕ çынна асăнаççĕ, хамах асăнмалăх çырса панăччĕ те ăна... Айван çамрăк хам тунă ĕçе вăрлама пултаракансем çинчен шутлама пĕлмен çав. Юратнă аннем, Феоктиста Степановна Тямина, ячĕпе çырнă сăвă илемлĕ юрă пулса тăнăшăн, час-часах эфирта янăранăшăн савăнатăп эпĕ. Юбилярăн чыслăн пурăнса ирттернĕ çулĕсемшĕн, тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсемшĕн ачисенчен, аслă хĕрĕнчен пĕчĕк парне пултăр.
Тантăшсем, ак мĕн сире калатăп:
Аннĕре ан манăр нихăçан!
Юратма та упрама ыйтатăп,
Пурнăç лайăх аннесем пулсан.
Антонина ТЯМИНА.
ŸкерчĔкре: Ф.Тямина.