АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă çемье

01 января 2011 г.

Мăкăр шкулĕнче вĕренекенсем мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă ÿсеççĕ. Çак ĕçре вĕрентекенсен тÿпи уйрăмах пысăк, вĕсем пĕлÿ çуртĕнче хĕлле те спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерме тăрăшаççĕ. Çакăн йышши мероприятисене ачасен ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ.

Акă, нумаях пулмасть ялти клубра, шкул ĕçченĕсем йĕркеленипе, "Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье" хаваслă ăмăрту иртрĕ. Зала спорта пропагандăлакан ятарлă плакатсемпе илемлетнĕ. Кашни çемье чи малтанах хăйсен команда ячĕпе тата девизĕпе паллаштарчĕ.

Ăмăртăва тăватă команда хутшăнчĕ. Çемьесем тĕрлĕрен вăйă-ăмăртура тупăшнă вăхăтра куракансем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Спорт уявĕн программине Л.Алендеева вĕрентекен ертсе пычĕ. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пĕрремĕш вырăна Патшинсен çемйи çĕнсе илчĕ, Кузнецовсем – иккĕмĕш, Николаевсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсем парса чысларĕç.

Командăсен капитанĕсем: Егор (1-мĕш класс), Костя тата Гена (иккĕшĕ те 4-мĕш класра вĕренеççĕ) хăйсем çĕнсе илнĕ медальсене мăнаçлăн йышăнчĕç. Ăмăртăва хутшăннă çемьесене шкул директорĕ А.Петрова тав турĕ, малашне те спортпа туслă пулма ыйтрĕ. Ăмăртусем вĕçленсен спортсменсене тортпа тата чейпе хăналарĕç.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика