01 января 2011 г.
Çак кунсенче пирĕн шкулта "Кăмăлтан" ятпа уяв концерчĕ пулчĕ. Ăна Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Шкулти мĕнпур учителе уяв сĕтелĕ хушшине йыхравларăмăр. Кашнийĕн ячĕпе салам тата тав сăмахĕсем янăрарĕç.
Паян пирĕн шкулта 235 ача вĕренет. Вĕсене тарăн пĕлÿ парассишĕн 25 вĕрентекен ырми-канми тăрăшать. Çак йышра Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕсем Н.Сорокин, В.Васильев, Раççейĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕсем З.Егорова, Н.Ильина, А.Долгова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Е.Миронов, Н.Сорокин, Л.Петрова, Г.Васильева, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Атласкин. Пирĕн педагогсен ĕç стажне пĕрле хушсан 621 çулпа танлашать.
Паян вĕрентекенĕн ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне хăйĕн те çĕнĕ технологисене алла илмелле, куллен вĕренмелле, пултарулăхне кăтартмалла. Л.Петровăпа А.Яковлева кăçал "Самый классный классный" республика конкурсĕн районти тапхăрне хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Н.Сорокин, Н.Ильина, Л.Петрова, Е.Васильева, И.Иванова, Т.Андреева, Т.Архипова уçă уроксен районти фестивалĕсене, республика конкурсĕсене хутшăнса хăйсен ăсталăхне ÿстерчĕç. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр!
Вĕрентекенсене уяв ячĕпе шкул ачисем тата районти культура ĕçченĕсем Константин Садюровпа Валентина Борисова саламларĕç. Чакаçри "Ромашка" ача сачĕн ĕçченĕсене саламлама та манмарĕç. Вĕрентÿ процесĕ хăйĕн пуçламăшне шăпах çакăнта илет-çке. Воспитательсем пĕчĕк çеç арçын ачасемпе хĕрачасен чунне вĕренес туртăма вырнаçтараççĕ. Апла пулсан ачасен вĕренÿри малашлăхĕ вĕсенчен те нумай килет.
Уяв çутисем сÿнеççĕ. Класа каллех учитель кĕрет, ачасем шăпланаççĕ те пĕлÿ тĕнчи тăрăх çул çÿреве тухаççĕ. Пирĕн ачасемпе юнашар çакăн пек пултаруллă учительсем пулни мĕн тери лайăх. Ăнăçу сунатăп Сире!
Л.ФЕДОРОВА, директор çумĕ. Чакаç шкулĕ.