01 января 2011 г.
Хулара çулталăк вĕçĕнче "Ырă пикем" конкурс ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл Канашри Культура керменĕнче ытти çулхисенчен урăхларах иртрĕ. Программи çавах, анчах та конкурса хутшăнакансем йышĕпе те, географи енчен те яланхи пек пулмарĕç.
Хăйсен пултарулăхне кăтартма районтан та килчĕç. Вĕсем çиччĕн – Оля Степанова (Чакаç вăтам шкулĕ), Лена Гаврилова (Сухайкасси), Настя Желтова (Энтрияль), Алина Захарова (Çеçпĕл), Арина Никитина (Çĕнĕ Чалкасси), Аида Васильева (Ăвăспÿрт Кипеч), Настя Иванова (Вăтакас Татмăш). Хулари шкулсенчен – вун тăваттăн. Хĕр пĕрчисем пуçламăш классенче вĕренеççĕ. Конкурса йĕркелесе ирттерме спонсорла пулăшу паракансем те тупăнчĕç, вĕсем – "Чăвашметалл" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ (гендиректорĕ Леонид Григорьев) тата "Гранд" фирма (директорĕ Эдуард Ефимов).
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çурхи чечексене аса илтерекен хĕрачасем хăйсемпе паллаштарчĕç, шкулта мĕнле вĕренни, пушă вăхăта епле ирттерни, юратнă ĕçĕсем çинчен кам хитре сăмахсемпе, кам сăвăласа е юрласа каласа пачĕç. Пултарулăх конкурсĕнче залра ларакансем илемлĕ сăвă-юрă итлесе киленчĕç, хитре ташă пăхса кăмăлĕсене çĕклерĕç. Сухайкассинчен килнĕ Лена Гаврилова сцена çине чăваш тумĕпе тухсан, чăваш юррине шăрантарса ярсан тĕксĕм зала хĕвел çути ÿкрĕ тейĕн. Пĕчĕк артистăн юрлас ăсталăхне мухтаса, ăшшăн тав туса хыттăн алă çупрĕç. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин ентешĕ Алина Захарова тăван чĕлхепе юрланă юрă çурхи садри шăпчăк сассине аса илтерчĕ. Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕн чиперукĕ Аида Васильева хăй çинчен каланă сăмахсем пурин кăмăлне те кайрĕ. Конкурса хутшăннисенчен чи çамрăкки – Арина Никитина. Вăл Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче пĕрремĕш çул вĕренет. Пĕчĕкскер, пукане пек чиперскер юрăпа, хĕвел тухăç ташшипе савăнтарчĕ.
Акă пăлхануллă самант та çитрĕ. Жюри çĕнтерÿçĕсене пĕлтерчĕ. Сухайкасси вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Лена Гаврилова тата хулари 9-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн воспитанникĕ Катя Ширшенкова вице-мисс пулса тăчĕç. "Ырă пикем – 2010" ята 3-мĕш номерлĕ шкулта ăс пухакан Катя Сергеева тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕпе призерсене дипломсемпе, чечек çыххисемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Конкурса хутшăннă кашни хĕр пĕрчине шоколад канфетсен курупкисем, йĕркелÿ комитечĕн Тав çырăвне пачĕç.
Конкурс вĕçĕнче "Мисс-фото – 2010" çĕнтерÿçине пĕлтерчĕç. Вăл – Янкăлч вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Павлова. Хулапа районтан 80 ытла сăн ÿкерчĕк килнĕ. Жюри пĕр саслă пулса Кристинăна суйласа илнĕ.
Виталий АЧЧА.