29 декабря 2010 г.
Çамрăксене мини-футбол вăййипе интереслентерес, вĕсене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тата Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексне явăçтарас тĕллевпе эрне кун хĕрарăмсен командисем футзалла (мини-футбол) выляса районта мала тухассишĕн тупăшрĕç. Турнира Асхва, Ачча, Вăтапуç, Кăшнаруй, Уçырма, Çеçпĕл ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕн командисем хутшăнчĕç. Вăйăсем питĕ хĕрÿ, çав вăхăтрах интереслĕ иртрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Çеçпĕл ял тăрăхĕн команди куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăн – аччасен, виççĕмĕшне асхвасем тивĕçрĕç.
Ăмăртăва ирттерме Ухман ял тăрăхĕнчен район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă В.Алексеевпа А. Макаров фермер спонсор пулăшăвĕ парса пулăшнă.
И. АНДРЕЕВА.