29 декабря 2010 г.
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн хăйсен ирĕкĕпе кĕрешекенсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа районти вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ А.Павлова çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли саккунсемпе паллаштарас тĕлĕшпе семинар ирттернĕ. Унăн ĕçне районти ялсенче пурăнакан чухăн тата нумай ачаллă çемьесен членĕсем хутшăннă.
Семинарта тăватă ыйту пăхса тухнă. Чи çивĕччи çурт туянма е тума çăмăллатнă кредитсем илесси пирки пулнă. Çакăн пирки район администрацийĕн обществăлла инфратытăмне аталантарас енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В. Алантьева тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăнлантарса панă. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова компенсаци тÿлевĕсем çинчен тухса калаçнă.
Семинар ыйтусемпе хуравсен йĕркипе вĕçленнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.