29 декабря 2010 г.
Чăваш Енри пин çурă ытла предприяти Раççей Пенси фончĕ умĕнче парăмра. Чăваш Республикин пенси тата медицина страхованийĕсен взносĕсен парăмĕ 233 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра Канаш хулипе районĕн парăмĕ 32 млн тенкĕ. Республикăри сакăр предприятин чи пысăк парăм виçи: "Волжская текстильная компания" АУПăн (60,2 млн тенкĕ), "Чувашавтотранс" ПУПăн филиалĕсен (39,9 млн тенкĕ), "СУОР" ОООн (8,6 млн тенкĕ), "Авиалинии Чувашии" АУПăн (5,9 млн тенкĕ), "Железобетон" ОООн (5,4 млн тенкĕ), "Ядринский машиностроительный завод" АХПăн (3,3 млн тенкĕ), Канашри "Теплоэнерго" муниципаллă предприятин (2,5 млн тенкĕ), "Чебоксарский бройлер" АУПăн (2,3 млн тенкĕ). 300 ытла организацин парăмĕ – 10 пин ытла тенкĕ.
Канаш хулипе районĕнче 40 организацин парăмĕ 100 пин тенкĕрен те иртет. Чи пысăк парăмсем "Стройтехника", "Теплоэнерго", "КЗТО", "Мехколонна-Транстрой", Канашри ПАТП, "Стройтехника-1", "Спецмонтажстрой", "Виктория", "Роса" предприятисен; районта "хура" списока "Керамика-1", "Канашская керамика-1", "Теплоснабжение", "Пинер" организацисем лекнĕ.
Пенси фончĕн вырăнти управленийĕ мерăсем йышăннипе 764 млн тенкĕ шыраса илнĕ, çав шутран Канаш хулипе районĕнче 23 млн тенкĕ.
– Страховани взносĕсене вăхăтра тÿлесе пыни организацин социаллă яваплăхĕ пысăк пулнине кăтартакан паллă. Пенси страхованийĕн обязательнăй йĕркепе пухакан взносне паянхи пенсионерсене укçа тÿленĕ çĕре яраççĕ, унсăр пуçне вăл ĕçлекен çынсен пулас пенсийĕ çине те тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Предприятисен ертÿçисен çакна яланах асра тытмалла, – тенĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Кондратьева.
Хамăр инф.