АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул савăнăç çеç кÿтĕр

29 декабря 2010 г.

Тĕрлĕрен çуртасăр, феерверксăр Çĕнĕ çул епле ирттĕр-ха, анчах та вĕсем савăнăçпа пĕрлех сирĕн киле инкек те илсе килме пултараççĕ. Çакă уйрăмах обществăлла вырăнсенче йĕркелесе ирттерекен Çĕнĕ çул уявĕсене пырса тивет. Уяв инкекпе ан вĕçлентĕр тесен йывăрах мар пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çеç пăхăнса пымалла.

Халăхпа йышлăн туса ирттерекен уявсене пĕрремĕш е иккĕмĕш хутсенче йĕркелеме юрать, унта пÿлĕмрен тухмалли икĕ алăк пулмалла. Залра çавăн пекех пушар хăрушсăрлăх хатĕрĕсене вырнаçтармалла.

Чăрăша çирĕп вырнаçтарса лартмалла, унăн тураттисем чÿрече кармисене лекмелле мар, гирляндăсене заводра туса кăларнисене çеç усă курма юрать.

Карнавал тумтирне шывра ирĕлтернĕ çунман хатĕрте ислетмелле, кайран типĕтмелле.

Çуртасемпе феерверксене уяв вăхăтĕнче тивĕртме юрамасть. Синтетикăран ăсталанă чăрăшсем çуннă чухне сиенлĕ тĕтĕм кăлараççĕ.

Уявра яваплă çынсен пулмалла, вĕсен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса тĕрĕслесе тăмалла.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика