АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртнĕ

24 декабря 2010 г.

Кăçал чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ятарлă Постановленийĕпе (908-мĕш ") килĕшÿллĕн автомототранспорт хатĕрĕсене тата кăкармалли прицепсене патшалăх техтĕрĕслев кăлармалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ автотранспорта техтĕрĕслев кăлармашкăн ытти документсемпе пĕрле медицина справки тăратмалла мар, калăпăшĕпе пысăк тата виçипе йывăр грузсене турттаракан автотранспортсен техтĕрĕслев тухмалли йĕрке 6 уйăхран пуçласа 12 уйăх таранччен улшăннă.

Çак улшăнусем кăçал чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Автомототранспорт хатĕрĕсене тата вĕсем çумне çаклатмалли прицепсене техтĕрĕслев кăлармалли Положенин 4,6,10 пункчĕсен тексчĕсене çапларах редакциленĕ:

4-мĕш пункт. Автотранспорт хатĕрĕсен патшалăх техтĕрĕслевне çак тапхăрсенче тухса пымалла:

а) пассажирсене коммерци тĕлĕшĕпе турттаракан çăмăл автомашинăсен, автобуссен, çынсене турттармашкăн ятарласа ларкăчсем (8 вырăнтан ытларах) вырнаçтарнă груз турттаракан автомобильсен, "хăрушă" груз турттаракан транспортсен тата вĕсем çумне çаклатнă прицепсен – кашни 6 уйăхран;

б) грузсене 3,5 тонна таран турттарма ирĕк панă çăмăл тата груз турттаракан автомашинăсен, прицепсемпе çурма прицепсен, пĕрремĕш техтĕрĕслеве çулталăкăн раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тухнă пулсан, автотранспорта туса кăларнă тапхăртан шута илеççĕ – 36 уйăхран;

заводра туса кăларнăранпа 7 çул иртмен пулсан, çавăнтах туса кăларнă çула та кĕртеççĕ – кашни 24 уйăхран;

заводра туса кăларнăранпа 7 çул иртнĕ пулсан, çавăнтах туса кăларнă çула та кĕртеççĕ – кашни 12 уйăхран;

в) грузсене 3,5 тоннăран ытларах турттарма ирĕк паракан автомобильсен, прицепсемпе çурма прицепсен (пунктăн "а" сас паллипе палăртнă транспортсене шута илмесĕр) – кашни 12 уйăхран;

г) Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн ятарлă паллăсем вырнаçтарма ирĕк панă автомобильсен тата водительсене вĕрентсе хатĕрлекен автомашинăсен – кашни 12 уйăхран.

Техтĕрĕслев тухмалли тапхăрсене çак пунктра автотранспорт çине пуçласа техталон илнĕ кунтан палăртаççĕ.

6-мĕш пункт. Техтĕрĕслев тухмашкăн автомашина хуçин (е ун вырăнне техтĕрĕслев тухма килĕшнĕ çыннăн) Патшалăх автоинспекцине автотранспортпа тата çак документсемпе пымалла:

а) хăй кам пулнине палăртакан документ;

б) водитель удостоверенийĕ;

в) вăйне çухатнă;

г) автотранспорт хуçи пулнине е усă курма ирĕк панине палăртакан документ;

д) автотранспорта регистрациленине çирĕплетекен свидетельство е техпаспорт, е техталон;

е) техтĕрĕслевшĕн укçа тÿленине палăртакан квитанцисем;

ж) автотранспортăн страхлав полисĕ.

10-мĕш пункт. Патшалăх автоинспекцийĕ, автотранспорт техтĕрĕслев тухнă хыççăн, çакна çирĕплетекен ятарлă талонпа тивĕçтерет.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика