АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пистолет тупнă та...

24 декабря 2010 г.

Районти пĕр ялта пурăнакан Ершовпа Сенчуков хулари профтехучилищĕре вĕреннĕ. 2007 çулхи август уйăхĕн пуçламăшĕнче Ершов Канаша кайма тухсан ял çумĕнчи катара сукмак çинче газ пистолечĕ выртнине курать, ăна сутса укçа тăвас тĕллевпе хăйпе пĕрле илет. Килне таврăнсан мачча тăррине пытарса хурать.

2008 çулхи январь уйăхĕн пĕр кунĕнче Ершов хăйĕн вăрттăнлăхне Сенчукова каласа кăтартать, ăна пистолет туянас шутлă çын тупса пама ыйтать. Лешĕ вара хăй паллакан пĕр арçын: "Хуралта чухне сыхлăха чиксе çÿреме пистолет туянмалла-ха", – тенине аса илет. Ершова шăпах ун патне ертсе каять.

Ершов пистолета 3 пин тенкĕпе туянма сĕнет, хуралçăсем – 500 тенкĕпе. 500 тенкĕпех йÿнеçтереççĕ вара. Алла кĕнĕ укçапа икĕ тус Канаша каяççĕ, 250 тенкĕлĕх ĕçмелли-çимелли туянаççĕ. Çакăншăн Ершовăн судра явап тытма тивнĕ.

Е.СПИРИДОНОВА, аслă следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика