24 декабря 2010 г.
Шутлатăн та тĕлĕнетĕн: кĕсье телефонĕсĕрех пурăннă вĕт-ха пĕр вунă çул каялла. Халĕ вара унсăрăн пурнăç çук тейĕн. Кирек ăçта пулсан та, хăть мĕнле лару-тăрура та телефон пулăшуçă вырăннех. Анчах шырлăх та кăтартать вăл. Пĕтĕмпех тимсĕрлĕхе пула пулса тухать те. Шкул ачине шкулта телефон кирлех-ши; Çакăн çинчен ачасемпе тĕл пулса калаçу сехечĕсем ирттернĕ чухне те час-часах асăрхаттаратпăр пулин те усси сахалрах. Ашшĕ-амăшĕн ачисене шкула телефон чиксе çÿремелле марри çинчен аса илтермелле. Çак йÿнех мар япала çухалсан вара пуçа хыçтарать. Хăшĕ телефона усă курнинчен ытларах "чăнкă" курăнассишĕн пĕрле илсе çÿрет.
Чакаç шкулĕнчи 9-мĕш класра кăçал кĕсье телефонĕпе çыхăннă пĕр пăтăрмах пулса иртрĕ. Тăххăрмĕшсем ирпе шкула килсен хăйсен класне кĕрсе хывăнаççĕ те урăх класа урока каяççĕ. Пĕр хĕрачин, Лена тейĕпĕр ăна, телефонĕ куртка кĕсйинчех юлнă пулнă. Чăрсăртараххи, Маша, çакна сиснĕ тейĕн, вăл пĕрремĕш урока кĕмест, хăйсен класне каялла кайса Ленăн куртка кĕсйинчен телефон кăларса илет. Урок вĕçленсен Лена телефонне илес тесе аллине кĕсьене чикет – унта нимĕн те çук. Маша туман-ши çак ĕçе тесе шутласа илнĕ-ха вăл. Анчах хăйĕн инкекĕ çинчен тепĕр класра вĕренекен юлташне Таньăна пĕлтерет. Таня тÿрех Маша патне пырса телефона каялла тавăрса пама ыйтать, анчах лешĕ тунать, айăпне йышăнмасть. Унтан хĕрачасем Лена амăшĕ патне шăнкăравлаççĕ, телефон çухалнине калаççĕ, Маша пĕрремĕш урока кĕменнине пĕлтереççĕ. Шкулта уроксем вĕçленсен Ленăпа амăшĕ тата Таня Маша патне килне каяççĕ, телефона тавăрса пама ыйтаççĕ. Йышăнмасть лешĕ.
Тепĕр кунне çухату çинчен милицие евитлеççĕ. Йĕрке хуралçисем пырса кĕнĕ чухне Маша шăпах Ленăн телефонĕпе калаçнă пулнă, алăка уçма тухнă чухне те телефона алăран вĕçертмен вăл. Милици сотрудникĕсем хĕрачана шкула илсе каяççĕ, директор пÿлĕмĕнче Машăн вăрланă телефона хуçине тавăрса пама тивнĕ. 8 пин тенкĕ тăракан япала шкул ачишĕн тетте вырăнне усă курмалли япала мар-çке. Кунта вăрлаканни кăна мар, çухатаканни те айăплă. Машăн вара судра явап тытма тивнĕ. Ăна РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйин 2-мĕш пункчĕпе айăпланă.
Е.АЛЕКСЕЕВ, следователь.