24 декабря 2010 г.
Мăкăр шкулĕнче нумаях пулмасть çак ятпа фольклор уявĕ иртрĕ. Ăна асатте асаннесен ĕлĕкхи йăла-йĕркине упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва тăван халăхăн культурипе паллаштарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.
Шкулта тăрăшакансем зала уяв темипе килĕшÿллĕн илемлетрĕç. Пуçтарăннисем унта тĕрленĕ ал шăллисемпе тата кавирсемпе курса паллашма пултарчĕç, сĕтел çинче – чăвашсен авалхи апат-çимĕçĕ.
Фольклор уявне ялти асаннесемпе кукамайсене чĕнтĕмĕр. Вĕсем пирĕн пата пушă алăпа килмерĕç, арчапа тата тĕрлĕ ĕç хатĕрĕпе пырса çитрĕç. Арчара хăйсен аллипе арланă, тĕртнĕ тата çыхнă тупра. Унта хамăр халăхăн аваллăхĕ упранать тесен те йăнăш пулмĕ.
"Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе", – теççĕ халăхра. Ахаль алă усса ларсан нимĕн те пулмасть. Çак пурлăха арчана хумашкăн мĕн чухлĕ ĕç туман пулĕ чăваш çынни. Ытти халăхсемпе танлаштарсан пирĕн мăн асанне-кукамайсем хăйсен тумне тĕрĕллĕ эрешсемпе, кĕмĕл укçасемпе илемлетме юратнă.
Халĕ эпир ĕлĕкхи тумсен ячĕсене манса пыратпăр. Вĕсемпе çывăхрах паллашма пире асанне арчи пулăшрĕ. Арчине Люба асанне упрать. Чăваш тумне тăхăннăскер уява пуçтарăннисене арчари япаласем çинчен каласа кăтартрĕ вăл: "Авалхи çи-пуçра чи капăрри – кĕпе. Хĕр упраçпа хĕрарăм тумĕ пĕр пек мар. Качча кайнисем пуçне сурпан сырнă, сурпан илемлĕхĕ ăна еплерех сырнинчен те килет. Хĕрсен пуçне тухья илем кÿнĕ. Ăна ăсталамашкăн ашшĕн чылай вăхăт кĕмĕл укçа пуçтармалла пулнă. Капăрлатма ытларах чухне симĕс, хĕрлĕ тата шурă шăрçасем усă курнă".
Мĕн тери капăр пулнă иккен чăваш хĕрĕсен тумĕ. Унтан Люба асанне хăй тăхăннă хушпу çинче чарăнса тăчĕ. Ăна та кĕмĕл укçасенчен ăсталанă. Хĕллехи ĕлĕкхи тумсене вара ачасем хăйсем те тăхăнса пăхма пултарчĕç, вĕсем Нинук асаннен упранса юлнă.
Зина асанне авалхи ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Ăстасем вĕсемпе мĕнлерех ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ.
Ачасем асаннесен сăмахĕсене тимлĕн итлесе ларчĕç, арчари япаласемпе кăсăкланса паллашрĕç.
Унтан пуçтарăннисене чăваш кĕпи тăхăннă Чакаç ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсем çепĕç юрă-сăвăсемпе тыткăнларĕç. Уяв çак сăмахсемпе вĕçленчĕ:
"Вĕçен кайăк вăйĕ сунарта,
Çын хăвачĕ – сÿнми туслăхра,
Юрамасть çуната амантма,
Юрамасть туслăха çухатма".
Киле саланиччен уява килнисене пурне те тутлă шÿрпепе, пÿремечпе, кукăльпе сăйларĕç. Уява ирттерме пулăшнă асанне-кукамайсене, культура ĕçченĕсене шкул директорĕ Альбина Владимировна Петрова чĕререн тав турĕ. Малашне те туслă çыхăну тытасси çинчен пĕлтерчĕ.
Н.АРСЕНТЬЕВА, Мăкăр ялĕ.