24 декабря 2010 г.
Надежда Николаевна Ильина 27 çул Чакаç вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, ачасен пултарулăхне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлет. Вăл ырă кăмăллă, сăпайлă учитель. Ачасем те унăн урокĕсене килĕштереççĕ, мĕншĕн тесен Надежда Николаевна уроксене интереслĕ ирттерет, темăсене тĕплĕ ăнлантарать, пире ăс-тăн парассишĕн чунтан тăрăшать.
Надежда Николаевна акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен районти пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Шкулта анчах мар, районта та хисеплеççĕ ăна. Пур ĕçре те пултаруллă, маттур вăл. Ачасене акăлчан чĕлхипе çыхăннă мероприятисене, олимпиадăсене хутшăнма пулăшать.
"Маншăн ик чĕлхе – ик ăс", – тенĕ Петĕр Хусанкай. Эпĕ вара виççĕмĕш чĕлхене те тăрăшса вĕренес тетĕп. Шкул вĕренсе пĕтерсен куçаруçă пулас ĕмĕтлĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ чĕлхе пĕлни питĕ кирлĕ. Акăлчан чĕлхине пĕлни мана ют çĕршывсене çÿреме, çĕнĕ туссем тупма май парĕ. Çавăнпа та эпĕ ют чĕлхене тăрăшсах вĕренетĕп. Ку енĕпе мана Надежда Николаевна нумай пулăшать. Йывăр темăсене уроксем хыççăн юлса тепĕр хут ăнлантарать, экзаменсене хатĕрленме пулăшать.
Нумай пулмасть эпĕ акăлчан чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăна хутшăнтăм. Районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Ку çитĕнÿре Надежда Николаевнăн тÿпи пысăк.
Вĕрентекен çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Хисеплĕ учительсем! Сире пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, çĕре çити пуç таятăп. Эсир пире пĕлÿ паратăр, ырра юратма, пурăнма вĕрентетĕр. Эпир сире нихăçан та манмăпăр.
Лариса ПАВЛОВА,
9-мĕш класс.
ххх
Пысăк юхан шыв пĕчĕк çăл куçран пуçланать. Çын пуласси ачана мĕнле воспитани панинчен нумай килет. Ача чунне сăпайлăх, тĕрĕслĕх, тăванлăх туйăмĕсене хывса хăвартăн тăк – ÿссен вăл тÿрĕ чунлă çын пуласси куç кĕретех. Шăпах çакна асра тытса ĕçлет Чакаç вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Аркадьевна Петрова.
Людмила Аркадьевна Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли тата Шăхасанти вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Парта хушшинче ларнă чухнех вăл вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. 1978-1982 çулсенче тăван ялĕнчи шкулта аслă вожатăй пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. 1982 çултанпа Чакаç вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Аслă вожатăй, вун пилĕк çул хушши директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
Людмила Аркадьевна – пирĕн класс ертÿçи. Вăл пире тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă пулма, ваттисене хисеплеме, атте-аннене юратма вĕрентет, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш парать, шкулта тата районта иртекен мероприятисене явăçтарать, экскурсисемпе походсене илсе çÿрет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпир Канашри тата Шупашкарти краеведени музейĕсенче, театрта пулса куртăмăр. "Ăш пиллĕ асаннесемпе кукамайсем", "Атте-анне – кил ăшши" уявсем те Людмила Аркадьевна пуçарнипе иртрĕç. Класс сехечĕсенче пире ялти паллă çынсем çинчен каласа парать, хамăрăн несĕлсене тĕпчеме тата вĕсене асра тытма вĕрентет. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвать вăл, чунне парса ĕçлет, районта иртекен конкурссене хутшăнма та вăхăт тупать.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Людмила Аркадьевна вĕрентÿ управленийĕн, район администрацийĕн, ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисене, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята илме тивçлĕ пулнă.
Ĕçченлĕх, сăпайлăх, тараватлăх – чăваш çыннин çак ырă енĕсем кашни ачарах пулччăр тесе тăрăшать Людмила Аркадьевна.
Оля КУЗНЕЦОВА,
7-мĕш класс.
ххх
Манăн юратнă учителе Алевтина Ивановна тесе чĕнеççĕ. Çавăн пек лайăх, ырă кăмăллă учитель вĕрентнĕшĕн питĕ савăнатăп. Вăл пире пурне те юратать, иккĕмĕш анне вырăннех. Эпир япăх вĕренсен ятласа та илет, лайăх вĕренсен мухтать.
Алевтина Ивановна пирĕншĕн чунне пама хатĕр, ăслă, ырă кăмăллă пулма вĕрентет. Ватă çынсене хисеплеме, атте-аннене пулăшма хушать. Ачасем ÿссе çитсен çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тет.
Эпĕ хамăн вĕрентекенпе мăнаçланатăп. Манăн ĕмĕт – шкул пĕтерсен Алевтина Ивановна çулне суйласа илесси.
Оля СТЕПАНОВА, 4-мĕш класс. Чакаç шкулĕ.