АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджета тишкерчĕç

24 декабря 2010 г.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче, унăн ĕçне район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ, çичĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Районти муниципаллă пурлăха приватизацилемелли условисене йышăнмалли йĕрке, 2011 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогнозлă плана çирĕплетмелли çинчен администрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ А.Егоров калаçрĕ. Прогнозлă планăн (е Приватизаци программин) тĕллевĕ – муниципаллă харпăрлăха йĕркелесе пырассин эффективлăхне ÿстересси, приватизаци процесне планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырасси. 2011 çулта Шăхасанти Михайлов генерал урамĕнчи муниципаллă харпăрлăх шутланакан 27-мĕш çурта приватизацилеме палăртнă.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков районăн 2010 çулхи бюджетне, бюджет хутшăнăвĕсене тата налук пухассине йĕркелемелли Положенисене кĕртмелли улшăнусем çинчен каларĕ. Районăн 2010 çулхи бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшне 444692,44 пин тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 386870,64 пин тенкĕ бюджета кĕнĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен – 386870,64 пин тенкĕ; тăкаксен сумми 448863,89 пин тенкĕ.

Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчен район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă Р.Мясниковăн Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннă пирки саккунпа килĕшÿллĕн депутат полномочийĕсене хума тивнĕ. Çавна май çак ял тăрăхĕнче район депутатне çĕнĕрен суйлама тивет, сасăлава 2011 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Çулталăкра пĕр хутчен районăн Хисеплĕ гражданинне суйлаççĕ. "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Ю.Алексеев çак ятпа чыслама А.Кибеч кандидатурине сĕнчĕ. Анатолий Ильич пирĕн ентеш, вăл Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. "Канашсем" ентешлĕхе ертсе пырать, Чăваш наци конгресĕн ваттисен Канашĕн председателĕ, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ, Канаш районĕн тата Шупашкар хулин гимнĕсен текстне çыраканĕ... Депутатсем ларура хускатнă ыйтусене пĕр шухăшлă пулса йышăнчĕç.

Депутатсен Пухăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. "Кивĕ çурт-йĕр" программăпа тăрăшарах ĕçлемелли, ялсенче урам хушшисене юртан вăхăтра тасатса тăмалли, çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме инвесторсем шырамалли çинчен хытарса каларĕ. Унтан ЧР районсем хушшинчи 4-мĕш " налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумне Н.Алексеевăна юбилей ячĕпе саламласа тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав туса район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика