22 декабря 2010 г.
Раççейре Çĕнĕ çул уявне елкăпа кĕтсе илесси I Петĕр патша вăхăтĕнче йăлана кĕнĕ. 1699 çулта вăл çулталăка Христос çуралнă кунран пуçласа шутлама указ кăларнă, Çĕнĕ çула вара еврейсем пек январĕн 1-мĕшĕнче уявлама хушнă. Патша указĕпе Мускавра пурăнакансен Çĕнĕ çул каçĕнче вучахсем чĕртмелле, фейерверксем ямалла, çынсен пĕр-пĕрне саламламалла, çуртсене лăсăллă йывăçсемпе капăрлатмалла пулнă. Елкăсене илемлетмелли йăла паян кунчченех упранса юлнă. Икĕ пин ытла çул каяллах халăхăн пысăк пайĕ елкăсене капăрлатнă. Ун чухне çынсем йывăçсенче ÿсен-тăрана лайăх çитĕнме, пысăк тухăç илме пулăшакан вăйсем пытаннă тесе ĕненнĕ. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче, кунсем вăрăмланма тытăнсан е, урăхла, кун таврăнсан, çынсем вăрмана кайнă та чи пысăк чăрăшăн тураттисем çине чунсем валли "парнесем" çакнă, вĕсем ырăрах пулччăр, пысăк тухăçлă тыр-пул паччăр тенĕ. I Петĕр патша вилнĕ хыççăн елкăсем лартма пăрахнă. Трактир хуçисем кăна унпа хăйсен çурчĕсене илемлетнĕ, çав елкăсем трактирсенче çулталăкĕпех тăнă, йĕпписем типсе тăкăнса пĕтнĕ. "Елки-палки" текен сăмах çаврăнăшĕ хăйĕн пуçламăшне çакăнтан илет те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче большевиксем елкăсем лартса уявсем ирттерме чарнă, авалхи йăла тенĕ. Унсăр пуçне "Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем пĕр-пĕринпе çума-çумăнах тăраççĕ, халăха аташтарма кирлĕ мар" тенĕ. Çак вăхăтран пуçласа Çĕнĕ çул елкисене хăш-пĕр çемьесенче вăрттăн лартнă.
1935 çулхи декабрь уйăхĕнче Павел Постышев парти ĕçченĕ уява каялла тавăрнă. 1936 çулта Союзсен Çурчĕн Колоннăсен залĕнче ачасемпе çамрăксем валли елка ирттернĕ. Нумай çул иртнĕ хыççăн вăрман чиперĕ пирĕн килсене каялла таврăнчĕ, ĕмĕрхи симĕс тумĕпе Çĕнĕ çул уявĕ умĕн юмахри асамçă пек пÿлĕме тутлă шăршă сарать, илемĕпе савăнтарать.
Вăрман хуçалăх ĕçченĕсем елкăсем çитĕнтерсе халăх патне çитерекенсем. Çĕнĕ çул елкисене ятарлă плантацире акса çитĕнтереççĕ. Плантацире ÿстернĕ чăрăшсем кăпăшка лăсăллă пулаççĕ. Уяв çитиччен пасарсенче нумайăшĕ чăрăш сутать. Анчах та асра тытмалла: саккуна пăсса каснă 1 метр çÿллĕш чăрăшшăн 916 тенкĕ тата ун çумне 300 тенкĕ административлă штраф тÿлеттереççĕ. Пĕтĕмпе вара 3916 тенкĕ кăларса хума тивет. Чăрăш 100 е ытларах çул ÿссен тин çитĕнсе çитет. Çавăнпа та чăрăша елка валли ятарласа уйăрнă вырăнта кăна касма ирĕк пур.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене елкăсăр курма хăнăхман эпир. Ан тив, сирĕн елка çук пултăр, анчах та чăрăш турачĕсем пулмаллах. Чăрăш шăрши пÿрте тутлă шăршă сарнисĕр пуçне ырă витĕм, вăй-хал кÿрет.
Елка суйласа илнĕ чухне çакна асра тытăр:
– елка турачĕсем çирĕп пулмалла;
– елкăн туни мăнтăр пулмалла, турачĕсем çинчи пекех йĕпсемпе витĕнмелле;
– тĕттĕм симĕс тĕс, çирĕп туратсем, чикекен йĕпсем елка лайăх пулнине палăртаççĕ.
Çĕнĕ çул елки нумай вăхăт упрантăр тесен ăна нÿрлĕ хăйăр тултарнă савăта вырнаçтарăр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире, ентешсем!
И.ФЕДОРОВ, Канаш вăрман хуçалăхĕн инженерĕ.