22 декабря 2010 г.
Анне... Чи çепĕç те ăшă сăмах. Кун каçа миçе хутчен каламастпăр-ши эпир ăна; Анне пире çуратнă, чĕкеç чĕлхи парнеленĕ, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Вăл юнашар пулсассăн килте яланах уяв, тĕнче те илемлĕрех, тÿпери хĕвел те пире ăшшине ытларах панăн туйăнать.
Аннене çупăрласа, унпа юнашар ларса темĕн тĕрлĕ çепĕç сăмах калас килет. Чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире пехилленĕ-çке вăл, пирĕншĕн çĕр каçа куç хупман. Ахальтен мар эпир анне çуначĕ айĕнче ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр.
Манăн аннерен, Алина Михайловна Владимировăран, хакли никам та çук пулĕ тетĕп. Вăл йышлă çемьере çитĕннĕ. Кил-çурт çавăрнă, виçĕ ачине хăйĕн сипетлĕ кăкăр сĕчĕпе тĕрек панă. Çавăнпа та эпĕ анне умĕнче пуçăма таятăп.
"Анне – пирĕн пурнăç, анне – пирĕн телей", – тетпĕр эпир йăмăкăмпа иксĕмĕр хамăрăн юратнă çыннăмăр çинчен. Вăл пур ĕçе те тума пултарнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетпĕр. Ĕçе арçыннăнни тата хĕрарăмăнни çине уйăрса тăмасть, пуртăпа та чутлать, кирпĕч те хурать, хăма савалама та пултарать. Нихăçан та ахаль лармасть: тĕрлет, çыхать, арлать, пире валли тутлă апат пĕçерет. Аннен тĕрленĕ-çыхнă япалисем килти музейра упранаççĕ. Кавирсем, çи виттисем пÿлĕмсене илем кÿреççĕ. Чÿрече çинче ларакан пирĕштисем иртен-çÿрене тыткăнлаççĕ. Хăнасем аннен ĕçĕсене курса тĕлĕнеççĕ, ăсталăхĕшĕн мухтаççĕ.
Аннене кура атте те тĕрлеме вĕренчĕ. Телевизор умне кино курма лараççĕ те кавир тĕрлеççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса илем тĕнчи ăсталаççĕ. Эпир анне çыхса панă кофта-юбкăпа шкула çÿретпĕр, вăл шăрçаланă капăр тумпа шкулти мероприятисене хутшăнатпăр.
Анне спортпа та питĕ туслă. Пушă вăхăт тупса спорт залне волейболла выляма çÿрет, районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнать, пире те спорта явăçтарать. Анне вылякан волейбол команди яланах малти вырăнсене йышăнать. Унăн Хисеп хучĕ, медаль нумай.
Анне çынна яланах пулăшма хатĕр. Ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек вăл. Пуян чун-чĕришĕн эпир ăна юрататпăр.
В.ВЛАДИМИРОВА. Вăтакас Татмăш шкулĕ, 11-мĕш класс.