22 декабря 2010 г.
Кĕçнерни кун, раштавăн 16-мĕшĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçăлнăранпа 20 çул тата чăваш чĕлхине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул çитнине халалланă уяв университетăн Культура керменĕнче иртрĕ. Тĕрлĕ çулсенче вĕреннисене тĕл пулмалли меллĕ сăлтав пулчĕ çакă.
Вунă çул ытла пулса курман эпĕ университетра, çавăнпа пĕрле вĕреннĕ Чакаç хĕрĕпе Таня Афанасьевăпа, вăл хулари краеведени музейĕнче ĕçлет, иксĕмĕр хавхаланса, хăпартланса Шупашкара çул тытрăмăр. Пилĕк çул хушшинче юратнă вырăн пулса тăнă университет тĕлне çитсен пĕр самант йĕри-тавралăха сăнарăмăр. Нумай улшăннă унтанпа: лутра кăна чăрăшсемпе хурăнсем ăмăртмалла тенĕ пек çÿлелле кармашнă, парк евĕрех; университет çывăхĕнче çара уйччĕ, халĕ унта речĕпе тем çÿллĕш капмар çуртсем ларса тухнă. Аслă шкулăн сăн-сăпачĕ кăна малтанхи пекех.
Тĕлпулу-уява халăх нумай пухăннă: республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнисем, тулай чăвашĕсем. Чăваш Енри, кÿршĕллĕ республикăсенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсен тăван чĕлхе факультечĕсен деканĕсем чăваш филологийĕпе культура факультетне 20 çул тултарнă ятпа саламларĕç.
Унтан сцена çине университетран тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисене чĕнсе кăларчĕç. Кашниех сăмах илчĕ, професси илсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă преподавательсене тав турĕ. Чăваш факультетĕнчен вĕренсе тухнисенчен мĕн чухлĕшĕ паллă çынсем пулса тăнă: Чăваш патшалăх университетĕнче, педагогика университетĕнче, гуманитари институтĕнче, учительсен институтĕнче ĕçлекен профессорсемпе доцентсем, учительсем, çыравçăсемпе поэтсем, журналистсем, артистсем... Пирĕн ÿсĕмрисене кăна сăмах памарĕç, 1994-1999 çулсенче вĕреннисен ячĕпе Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев калаçрĕ. Çак çулсенче вĕренсе диплом илнисенчен вăл кăна курăмлă ĕçсемпе палăрнă пулĕ терĕмĕр вара.
Уяв концерчĕ чаплă пулчĕ. Факультетăн культурологи уйрăмĕнче вĕренекен каччăсемпе хĕрсем халăхăн юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çак факультетра вĕренекен чăваш халăх артисчĕ Сергей Павлов, Алексейпе Андрей Шадриковсем, Светлана Яковлева, Алексей Московскийпе Валентина Кузнецова, Наталья Васильева, Петр Ермолаев юрăçсем савăк юррисемпе кăмăла çĕклерĕç.
Пĕр ушкăнра пилĕк çул вĕренсе, пĕр татăк çăкăра та çурмалла пайласа тăванлашнă тантăш хĕрсемпе тĕл пултăмăр. Савăнтăмăр. Татăлнă çыхăнăва çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр. Пире çул панă юратнă факультетăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, унтан чăн-чăнах та чăвашлăхшăн çунакан яш-кĕрĕм вĕренсе ăспа кăна мар, чун-чĕрипе те пуян пултăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.