АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - ял çыннине пулăшасси

22 декабря 2010 г.

Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Надежда Наумова тата Канашри райпо правленийĕн председателĕ Иван Иванов кăçал юлашки хут иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче Катекре пурăнакансемпе тĕл пулса Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕп çул-йĕрсем тавра калаçу хускатрĕç.

Малтанах ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Шевле" фольклор ушкăнĕ (пултарулăх ертÿçи Ольга Егорова, купăсçи Виталий Дмитриев) халăха чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Хитре кĕвĕ-çемĕ янăранă хушăра залра çынсем пухăнчĕç, концерт вĕçленсен хуларан килнĕ хăнасен сăмахĕсене тимлĕн итлерĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусене те çĕклерĕç.

Паллă ĕнтĕ, Президентсем иккĕшĕ те хăйсен Çырăвĕсенче ял хуçалăхне аталантарасси, халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Калас пулать, ку тĕлĕшпе республикăри кооператорсем те çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хăйсен тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăна хураççĕ. Акă, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Шурă çуртри Лару-тăру центрĕнче иртнĕ селектор канашлăвне хутшăнса, кун пирки çапла каланăччĕ: "Халĕ ялсенче таварсем туса кăларакансем тÿсекен кăткăслăхсене эпир ăша хыврăмăр. Правительство, пирĕн премьер, республика ертÿçи ялти лару-тăрупа тарăннăн канăçсăрланнине куртăмăр. Çакă пире те шухăша ячĕ: эпир, кооператорсем, ялта тавар тăвакансене, фермерсене, уйрăм хушма хуçалăх тытакансене пулăшмашкăн мĕн тума пултаратпăр-ха; Кăçал ку тĕлĕшпе эпир хамăр ĕçе чылай вăйлатрăмăр. Тĕслĕхрен, халăха тырă фуражĕ сутассине виçĕ хут ÿстертĕмĕр. Республикăра тата ун тулашĕнче туянса потребкоопераци магазинĕсем урлă 6 пин тонна тырă, 2,9 пин тонна хывăх, 800 тонна комбикорм сутрăмăр".

Раççейри Центросоюз Президиумĕ республикăсенчи, крайсенчи тата облаçсенчи потребсоюзсен кăçалхи виççĕмĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: ваккăн тавар сутассине, хатĕрлев ĕçне, производствăна аталантарассипе Чăвашпотребсоюз - пĕрремĕш, пĕтĕмĕшле ĕçсен аталанăвĕпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Атăлçи федераци округĕнче чăваш кооператорĕсем хатĕрлев ĕçне тата производствăна аталантарассипе мала тухнă. Улма-çырла чи нумай туяннăшăн, унăн калăпăшне ÿстернĕшĕн, тутлă шыв пуринчен нумай туса кăларнăшăн Чăвашпотребсоюза РФ Центросоюз Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Паллах, çак çитĕнÿре Канашри райпо коллективĕн тÿпи те пур. "Эпир Чăваш Республикинче туса кăларнă таварсене ытларах сутма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть Катекри магазин çĕнĕлле - тавара туянакан хăй тĕллĕн суйласа илмелли меслетпе ĕçлеме пуçларĕ. Малтан ăна шалтан тĕплĕн юсарăмăр. Аччари магазина та çак меслет çине куçарма палăртнă. Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ", - терĕ Иван Иванов.

"Чăваш Ен Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче салтак çулне çитнĕ яшсенчен нумайăшĕ чирлĕ пулнине палăртнă. Апла тăк ачасене пĕчĕкрен спортпа туслаштармалла. Спорт вăл - сывлăх. Сывă çын вара кĕлеткепе çеç мар, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те вăйлă", - терĕ малалла Иван Тимофеевич. Чăнах та, ача чухне эпир каç пуличчен киле кĕмен: хĕлле йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăннă, пĕвери пăр çинче хоккейла вылянă. Халĕ сăрт айккисенче йĕлтĕр йĕрĕ курăнмасть, урамра та шăплăх. Ачасем вăхăта ытларах телевизор умĕнче ирттереççĕ, çавăнпа вĕсем имшер, Тăван çĕршыв хуралçи пулма юрăхсăр.

Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Егоров пĕлтернĕ тăрăх, салтак çулĕ çитнĕ 29 каччăран 11-шĕ кăçал кĕрхи призыв вăхăтĕнче çара кайнă.

Патшалăх ял çыннисене çурт-йĕр хăпартма, юсама паракан кредитсем илессипе аван ĕçлеççĕ кунта. "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа Эльгина Иванова учительница, Николай Терентьев механизатор, Аччари магазин заведующийĕ Людмила Кузьмина тата Çĕнĕ Аччари магазин сутуçи Надежда Семенова кăçал кредит илнĕ.

Катекри çамрăк çемьесене ялта садик çукки пăшăрхантарать. "Шкул çулне çитмен 40 ача пирĕн ялта, вĕсенчен 35-шĕ садике çÿреме черетре тăраççĕ", - пĕлтерчĕ пилĕк ача ашшĕ Владимир Алексеев учитель.

Надежда Наумовăпа Иван Иванов Катекри магазин ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Самообслуживани меслечĕ çине куçнă хыççăн вăл хулари супермаркета аса илтерет. Маларах зал пулнă вырăн халĕ алăкран кĕрсенех суту-илÿ речĕсемпе тулса ларнă. Сентресем тĕрлĕ таварпа йăтăнаççĕ, ассортимент чăннипех пуян кунта. Акă, супăнь кăна 22 тĕрлĕ. "Çак тавар, тен, çичĕ-сакăр тĕрлĕ пулсан та çителĕклĕ; Чи кирли - хакĕ йÿнĕ пултăр", - терĕ Надежда Ивановна. Вăл ял çыннисем хăш тавара ытларах туянаççĕ, çавна нумайрах кÿрсе килме сĕнчĕ. Марина Николаева заведующипе Луиза Николаева сутуçă паха сĕнÿ-канаш панăшăн ăна тав турĕç. Хам енчен çакна кăна хушса калама пултаратăп: суту-илÿ енĕпе тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ ăста специалистсем вĕсем, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Çавăнпа Катекри магазин райпори экономика ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăнать.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика